АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей кунĕ _ Çĕршыва юратакансен тата парăннисен уявĕ

15 июня 2016 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Раççей кунне уявларĕ. Çакă Раççей Федерацийĕн патшалăх уявĕ- сенчен чи çамрăкки. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш Съездĕнче Раççей патшалăх суверенитечĕ пирки Деклараци йышăннă, çавна май Раççей конституцийĕ тата унăн саккунĕсем чи пĕлтерĕшли пулнине палăртнă. 1992 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчен уявлама пуçланă. Халь çулленех пур хулапа ялта савăнăçлă мероприятсем иртеççĕ.

Чăваш Енре патшалăх уявне паллă тумалли тĕп вырăн Шупашкарти Хĕрлĕ лапам пулса тăчĕ. Унта Раççее чунтан юратнине тата парăннине кăтартма республикăн тĕп хулинче пурăнакан тата хăнана килнĕ 5 пин ытла çын пуçтарăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă мероприятие хутшăнакансене уявпа саламланă май Раççей кунĕ наци пĕрлĕхĕн, Раççей вăйĕн тата хăвачĕн палли пулнине каланă. Вăл çавăн пекех чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев пилĕнчи сăмахĕсене: "Ĕненĕр Раççее, ăна юратăр, вăл вара сирĕншĕн аннĕр вырăнĕнче пулĕ", _ аса илнĕ.

"Çак сăмахсем паян та çивĕч. Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине тытать, Çĕршыва юратаслăхне упраса тата çирĕплетсе пырать", _ тенĕ Михаил Игнатьев.

Çулленех Раççей кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн паспортне параççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Б. Авдеев, М. Васильев, Л. Ложкина, Д. Регина, Е. Павлов, М. Родионова, М. Сергеев, Д. Скворцов, А. Соколов республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен çĕршыв гражданинĕн тĕп документне илме тивĕçнĕ. Вĕсене Раççей Федераци Патшалăх Канашĕн Федераци Думин Комитечĕн Председателĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.

Николай Малов Раççей кунĕ пирĕн çĕршыв уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли, вăл халăхăн уççăнлăхне палăртнине каланă. "Ку уяв çĕршыва юратакансене, историйĕпе тата халăхĕпе мăнаçланакансене пĕрлештерет", _ тенĕ вăл.

Республика парламенчĕн председателĕн çумĕ Шупашкарăн çамрăк гражданĕсене паспорт панă май çак самант вĕсен пурнăçĕнче пĕлтерĕшлине палăртнă. Раççей кунĕпе пĕр килни пысăк хăватлăх тата çĕршывшăн мăнаçлăх çуратнине асăннă. "Çавăн пекех хăватлă тата мăнаçлă Раççейĕн хĕрĕсемпе ывăлĕсем пулма хушать", _ пĕлтернĕ Николай Малов.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика