АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха апат лайăх тупăш парать

17 июня 2016 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, çавăн пекех уйрăм хуçалăхсенче те, выльăхсене валли апат хатĕрлесси кунран-кун вăй илсе пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 6035 тонна сенаж тата 400 тонна утă янтăланă.

Район админис траци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов "Красное знамя" тата "Батыревский" хуçалăхсенче яваплă тапхăр мĕнле пынипе паллашрĕ. Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул ỹсекен курăксем 500 гектар ытла йышăнаççĕ. Кунта пĕрремĕш хут çулнă курăкран çулленех сенаж хываççĕ, кăçал та çаплах тăваççĕ. Пĕрремĕш шăтăка 1800 тонна хунă, теприне те тултарма пуçланă. Ĕçе технологине пăхăнса пурнăçлаççĕ. Апат пахалăхлă пултăр тата лайăх упрантăр тесе сенажа таптаса пусарăнтарнă хыççăн хура пленкăпа витеççĕ. Пĕлтĕр улăмпа тата çиелтен хупланă пулсан халь хăйăр тултарнă михĕсем хурса тухнă. Çакăн пек туни шăши ересрен сыхлать-мĕн. Сăмах май, ешĕл апата хĕл каçармалли ятарлă управсене пĕлтĕр çеç çĕнетнĕ.

_ Выльăхсен йышне ỹстерме тĕллев лартнăран апат çителĕклĕ тата пахалăхлă пултăр тесе тăрăшатпăр. Н. Славницкий, Н. Хитров, Н. Глухов механизаторсем, яваплă тап- хăра хутшăнакан ытти çынсем те хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртма кăмăллă. Паяна пирĕн 275 пуç ĕне, июль вĕçне 300-е çитеретпĕр. Апат рационне пуянлатас тесе каярахпа куккурусран силос хуратпăр, _ тет хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Ю. Чернов.

"Батыревский" пĕрлешỹре те ĕç кал-кал пырать. Нумай çул ỹсекен курăка ЖВП-4.9 жаткăпа А. Шайманов çулать, кушăхнă курăка Н. Викторов механизатор Дон 680М комбайнпа тата Ю. Арлановпа И. Ер- молаев трактористсем "Волга-2" агрегатпа вакласа вĕтетеççĕ. Кăçал хуçалăхра 2100 тонна сенаж янтăлама планланă, 1320 тонна хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Çак ĕçе вăраха ямасăр вĕçлессине пĕлтерчĕ Е. Сейфуллин тĕп агроном.

Сенажа П. Гаврилов ХТЗ-17221 тата Э. Стеклов К-700 тракторсемпе таптаççĕ.

Редакцирен. Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра "Батыревский" пĕрлешỹрен сенаж хывса пĕтернине пĕлтерчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика