АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем _ малтисем

17 июня 2016 г.

Кăçалхи çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата акнă-лартнă культурăсем мĕнле шăтса тухнине пăхса тухнă хыççăн акана пысăк пахалăхпа тата палăртнă тĕллевсене пурнăçланă хуçалăхсене район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă:

_ акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕ (ертỹçи _ П. Ялуков, тĕп агроном _ Е. Сейфуллин, тĕп инженер _ Ф. Тарасов (сăн ỹкерчĕкре)) пĕрремĕш вырăн йышăннă;

_ иккĕмĕш вырăнта "Исток" агрофирма (ертỹçи _ А. Илюткин, тĕп агроном _ Д. Ерофеев, тĕп инженер _ В. Цветков); Н. Федоров фермер хуçалăхĕ (ертỹçи _ Н. Федоров).

_ виççĕмĕшĕнче _ "Малалла" ял хуçалăх эртелĕ (ертỹçи _ М. Петров, тĕп агроном _ Н. Лукин, тĕп инженер _ Н. Пазухин); Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ (ертỹçи _ Р. Санзяпов); Ф. Чабатов фермер хуçалăхĕ (ертỹçи _ Ф. Чабатов).

"Красное знамя", "Труд", "Первомайск", "Звезда", "Тойсинская", "Колос", "Корма" хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ, С. Чаданов, Е. Мартышкин, Л. Краснова фермер хуçалăхĕсем лайăх ĕçленине палăртнă.

Ака паттăрĕсем Çур акинче хастар ĕçленĕ механизатор-çĕнтерỹçĕсене диплом тата укçан преми парса чысланă:

"Исток" агрофирмăн механизаторне Николай Тихонова, вăл МТЗ-1221 тракторпа СЗ-5,4 агрегатпа пĕрчĕллĕ культурăсене 780 гектар акнă.

"Красное знамя" хуçалăх механизаторне Николай Глухова, Т-150 тракторпа 1390 гектар çĕр хатĕрленĕ.

"Батыревский" пĕрлешĕвĕн трактористне Юрий Арланова, МТЗ-1025 тракторпа çĕр улми лартакан Xassia4-75 агрегатпа 230 гектар çĕр улми лартнă.

"АгроМир" пĕрлешĕвĕн трактористне Илдар Вахитова, МТЗ-82 тракторпа СПП-8 сеялкăпа хĕвелçаврăнăш вăрлăхĕ 800 гектар акнă.

Производствăри лайăх кăтартусемшĕн тата çурхи ĕçсене пысăк пахалăхпа ирттернĕ трактористсене диплом тата укçан преми панă:

"Красное знамя" ЯХПК трактористне Игорь Хромова, "Труд" кооперативри Василий Петрова, "Тойсинская" агрофирмăри Вячеслав Плечова, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнчи Ахмадулла Хисамутдинова, "Корма" агрофирмăри Геннадий Силюкова, "Звезда" кооперативри Дмитрий Плешкова, Г. Куликова фермер хуçалăхĕнчи Завдат Билалова, "Первомайск" кооперативри Виталий Горшкова, "Шанс" пĕрлешỹри Аркадий Яковлева, Патăрьелĕн чи улма-çырла питомникĕн трактористне Андрей Александрова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика