17 июня 2016 г.
Çветуй Троица умĕн
Çĕньял ял тăрăхне кĕрекен Çăл Атăка ял çумĕнчи çветуй çăл куçран тапса тăракан шыва ĕçме е унпа пит-куçа çуса киленме çеç çула тухмарăм. Тĕп сăлтавĕ хăш-пĕр хастарсен пуçарăвĕпе пиртен ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă тăванăмăрсен "пĕчĕк ялне" (шел пулин те вăл çулсерен пысăклансах пырать) _ масара _ тирпейлесе, капăрлатса тăракансемпе куçа-куçăн курнăçасси пулчĕ. Кам-ха вăл Ольва тете? Мĕнле ыркăмăллă çынсем чуншăн та, ялшăн та сăваплă ĕç тăваççĕ?
Троица уявĕ пирки
Авалтанах Святая Троица уявĕ умĕн вилнисене асăннă. Кăçал вăл çĕртмен 18-мĕш кунĕнче пулать. Питрав типпи вара çак уйăхăн 2-мĕшĕнче пуçланать. Çак типĕччен Чăн тĕнпе пурăнса вилнисене чиркỹре асăнаççĕ, вĕсемшĕн кĕл тăваççĕ. Кĕлĕ хыççăн ĕненекенсем вилнисен вилтăприйĕ- сем çине каяççĕ, унта вĕсемшĕн кĕл туса асăнаççĕ. Вилнисене эрехпе кĕл туни Христос тĕнĕн йĕрки мар, суя тĕнсен йăли. Масар çинче чикарккă туртма та юрамасть, мĕншĕн тесен вăл таса, сăваплă вырăн.
Мăнкун хыççăн аллăмĕш кунхине Святая Троица праçникĕ. Кăçал вăл çĕртмен 19-мĕшĕнче пулать. Çавăн пекех Чиркỹ Апостолсем çине Святой Сывлăш вутлă чĕлхе пек курăнса аннине паллă тăвать.
Святая Троица кунĕ вăл _ Чиркỹ çуралнă кун. Çак кун тĕне кĕменнисем тĕне кĕреççĕ. Чиркĕве, çурт-йĕре уйрăмах чечексемпе, симĕс туратсемпе капăрлатаççĕ.
Масарăн эрешленĕ тимĕр картине ерипен çеç уçса шалтан лутрарах арçын тухрĕ. Çакă иккен шăпах манăн тема геройĕ _ Лев Алексеевич Антипов. Ялта ăна Ольва тете тесе хисеплеççĕ. Эпĕ пынă чухне те 75 çула пуснă староста-шурсухал çăва çинчи кĕлĕ çурчĕ çумĕнче ăпăр-тапăр ĕç-хатĕрĕсене упрама ушкăнпа пĕчĕк çенĕк тăватчĕç. Хĕрарăмсем те ĕçсĕр мар: пĕрисем хапха умĕнчи чечек йăранĕсене тирпейлетчĕç, теприсем часовньăри урайне сăрлама хатĕрленнĕ... Николай Остроумов ял хастарĕ, акă, çĕре тикĕслекен трактор килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Ватă çын масар çине кĕрекен çула тикĕслеттерсе хурасшăн. Мĕн тесен те вилнисене асăнмалли Троица умĕнхи шăматкун темĕн-ле ярмăрккаран та ытларах çын пулать-çке.
Çăл Атăк йышĕпе те, хуçалăхĕ- пе те районта çав тери пысăк ял мар. 144 килте 400 ытла çын пурăнать. Иртнĕ çул ял старости пуçарăвĕпе масар çинчи хапхана çĕнетме шут тытнă. Анчах кĕмĕлĕ çук. Ăна ăçтан тупмалла? Кучухне ял тăрăхĕн хысни тирпей-илемпе хăтлăх валли хĕсĕк пулни каламасăрах паллă. Пĕрин шухăшне тепри ырланипех ĕç тỹрех кал-кал кайнă. Çапла вара халăх вăйĕпе, укçипе темелле ĕнтĕ, пĕлтĕрех тĕп алăка çĕнетнĕ. Ăна шăпах Л. Антипов хăйĕн Виталий ывăлĕпе тата Сергей мăнукĕпе килте ăсталаса хатĕрленĕ. Иртнĕ çулхи пуçару хавхаланăвĕпех кăçал ĕçе тата малалла тăсма шут тытнă. Ара, çĕнĕ хапха çумĕнчи хăлтăр-халтăр картасем ытла та сăнсăр-çке. Хальхинче вара ял тăрăх депутачĕ А. Иванов чылай чухнехиллех алă тăсса пулăшнă. Кĕске хушăрах уйрăм хастарсем масара пырса кĕрекен енне симĕс профнастилпа капăрлатнă. Ытти йĕри-таврашĕнчи картасен юписене те çĕнетесшĕн.
Ентешсем Лев Алексеевич çемйин ырă тĕслĕхне калаçура темиçе те аса илчĕç. Масара кĕрсенех ăсталанă чечек клумбисене те унăн Шупашкарта пурăнакан кинĕ илсе килсе лартнă-мĕн. Часовньăри иконăсене те вĕсемех пуянлатнă...
Ыран _ пиртен вăхăтсăр уйрăлнă тăванăмăрсене асăнма Çăл Атăксем те çак сăваплă вырăна утĕç. Унта вĕсем Турă çăкăрĕсĕр пуçне пылпа икерчĕ çиеççĕ, шыв ĕçеççĕ... Анчах çăвара чылай çĕрти пек хăватлă эрехпе вараламаççĕ. Ку тĕлĕшпе Çăл Атăксен ырă тĕслĕхне ыттисен те ăса илмелле.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)