17 июня 2016 г.
"Спорт çынна йĕркене кĕртет, пире вăйлă тăвать, вăй-хал кỹрет"
(Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă çыруран).
Юлашки çулсенче шашистсемпе шахматистсемсĕр акатуй та иртмест. Хальхинче те ăмăртăва 32 ăста хутшăнчĕ. Азартлă вăйăшăн çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварса чи маçтăр спортсменсем Мускавран, Омскран, Тутар Республикинчен, Ульяновскран, Шупашкартан, Вăрнартан, Самарăран Патăрьелне ака-суха хыççăнхи уява (сăн ỹкерчĕкре) çитнĕ. Шахмат сĕтелĕ хушшинче пĕрремĕш вырăна Пăвари А. Садыков, иккĕмĕшне Шупашкарти В. Карсаков, виççĕмĕшне Р. Шараев йышăннă. Шашистсенчен вара чылай чухнехиллех Па- тăрьелĕнчи Николай Федорова парăнтаракан тупăнман. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче С. Егоровпа (Омск хули) В. Семенов (Мускав).
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)