АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхан! Çул урлă тĕрĕс мар каçан!

21 июня 2016 г.

Чылай чухне çул урлă чупса каçасси нимĕнле йĕркепе те, инкекпе те çыхăнман пек. Анчах та районти ГИБДД инспекторĕсем çырнă протоколсем хушшинче автомашина иртсе çỹрекен çул урлă çуран çỹрекенсем йĕркене пăхăнмасăр каçнăран е тата водительсем çынна ирттерсе яманран аварисем пулнă тĕслĕхсем кашнинчех тупăнаççĕ. Инспекци уйрăмĕн начальникĕ А. Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи пилĕк уйăхра та çак сăлтавсемпе Ишлĕре тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче аварисем сиксе тухнă. Юрать-ха пăтăрмах пысăк инкекпе, хурлăхпа вĕçленмен.

Çуран çỹрекенсемпе водительсен çул çинчи тимлĕх-не ỹстерес, вĕсене çул-йĕр правилисене хăнăхтарас тĕллевпе кашни уйăхрах "Пешеход. Пешеходный переход" операцисем йĕркелеççĕ. Иртнĕ эрнекун та районта çакнашкал ятарлă кун иртрĕ. Инспекторсем рейд вăхăтĕнче пилĕк çын ячĕпе протокол çырнă. Апла пулсан çул урлă каçнă чухне те питĕ тимлĕ пулмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика