21 июня 2016 г.
Район администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, организаци-предприяти, учреждени руководителĕсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ирттернĕ пĕрлехи анлă ларура паянхи кун пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Ларăва район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.
Иртнĕ эрнере районта чылай мероприяти иртрĕ. Ялсенче акатуй-сабантуйсем йĕркелерĕç, православи тĕнне ĕненекенсем пиртен уйрăлнă тăванăмăрсене асăнма масар çине кайрĕç, Çветуй Троица уявĕнче савăнчĕç... Çавна май кашни ял тăрăхĕнчех масар çине тирпейлессине, тасатассине лайăх йĕркеленĕ. Кун пирки ларура район администраци пуçлăхĕн çумĕ Н. Краснов пĕтĕмлетрĕ. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ М. Айзатуллов района ака-суха хыççăнхи 65-мĕш Акатуй-Сабантуй уявĕн итогĕпе паллаштарчĕ.
Анлă ларура санэпиднадзор начальникĕн çумĕ С. Петрянкина вар-хырăм инфекцийĕнчен асăрханмалли пирки те калаçăва çивĕчлетрĕ. Шăрăх çанталăкра пушшех те усал чирсенчен асăрханмалла. Кунтах районсем хушшинчи 2-мĕш налук службин начальникĕ В. Антонов налук хыснине пуянлатас ыйтăва хускатрĕ.
Канашлура пуçарнă çивĕч ыйтусенчен пĕри çуллахи шăрăх çанталăкра шывра тимлĕ пуласси. Кун пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Г. Каллин çирĕп асăрхаттарсах каларĕ. Çак кунсенче çеç Упамсара çамрăк арçын шывра путса вилни пурне те сехĕрлентермеллех. Çуллахи ăшă та шăрăх кунсем никамшăн та инкекпе ан çыхăнччăр.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те хускатрĕç, уявсене йĕркелеме пулăшакансене Тав хучĕсемпе чыс турĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)