21 июня 2016 г.
Районти культурăпа кану центрĕнче медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çав ятпа вĕсене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов саламларĕ. Çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăйсем çине яваплăх илнисене малашнехи ĕçре çитĕнỹ, ырлăх-сыв- лăх сунчĕ. Шурă халатлисен ырă кăмăллăхĕ, ылтăн аллисем, туйăмлă чĕрисем çынсен кун-çулне вăрăмлатма пулăшнине, вĕсен ăсталăхĕ пациентсен ыратăвне чакарнине палăртрĕ.
Район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхĕпе ĕçе юратни умри тĕллевсене пурнăçлама май панине каларĕ.
Уяв чыславсăр иртместех. Тивĕçлисенчен тивĕçлисем Хисеп грамотисемпе дипломсем илчĕç.
Чăваш эстрада çăлтăрĕсем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)