21 июня 2016 г.
Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери XX экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн регионĕ- сен инвестици климатне хаклакан наци рейтинг ĕçне пĕтĕмлетнĕ.
Инвестици илĕртỹлĕхĕпе Чăваш Республики малтанхи кăтартура 9-мĕш вырăнта пулнă пулсан, халĕ вара хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухнă. Ỹсĕм çав тери пысăк. Раççей Федераци Правительствин Председателĕн çумĕ Игорь Шувалов наци рейтингĕ регионсен инвестици илĕртỹлĕхĕн кăтартăвне вăйлатса хăпартма витĕм кỹрекен ĕç хучĕ пулнине палăртнă. Енчен те субъектсем хăйсен начар пурнăçланакан ĕçĕсене кураççĕ пулсан, вĕсене ырă енне улăштарассипе те ĕçлеме тĕллев лартни куçкĕретех пулассине шанса каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев наци рейтингĕнче пысăк кăтартăва çĕнсе илни _ республика команди пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынине çирĕплетет тенĕ. Рейтинг пирĕн предпринимательсен шухăшне тĕпе хунине çутатса парать, регионта бизнеса аталанма мĕн пур условисем пуррине çирĕплетет. Михаил Игнатьев республикăра влаçпа бизнес пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлетĕр тесе, çул карттине те пăхса тухнине асăнса хăварнă, ăна пурнăçа еплерех кĕртсе пынине те туххăмрах тĕрĕсленине палăртнă. Тепĕр пысăк ĕçе палăртмалла _ бизнеса республикăра аталанса пыма меллĕ пултăр тесе çителĕклĕ условисем йĕркелесе тăратнă тата вĕсене витĕм кỹрекен тĕрлĕ пулăшусемпе, сĕнỹсемпе тивĕçтерекен институтсем хута кайнă. Патшалăх пулăшăвĕ- сене тивĕçтерекен предпринимательсемпе кашни эрнерех ятарлă тĕл пулусем иртеççĕ, çĕнĕлĕхсемпе вĕсем вăхăтрах паллашса пыраççĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси кăтартуллă пулса пырать. Федерацин тĕрлĕ службисенче тăрăшакансемпе те тухăçлă ĕçлеççĕ. Республикăра индустри паркĕсем вăй илеççĕ. М. Игнатьев пысăк çитĕнĕве тытса пыма, малашне те кăтартуллă ỹсĕмсемпе ĕçлесе пыма пурин те тăрăшмаллине асăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)