21 июня 2016 г.
Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти апостолсемпе пĕр тан таса Владимир ячĕллĕ собор настоятелĕ, хамăр районти Çăл Атăкра çуралса ỹснĕ богослови кандидачĕ Илия Карлинов протоиерей вилнĕренпе 40 кун çитрĕ.
Илия Карлинов 1929 çулта Çăл Атăк ялĕнче хресчен çемйинче çуралнăскер, вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн 4 çул Лăпкă океан фло- тĕнче çар службинче тăнă. Киле таврăнсан пушă вăхăтра Тăрăнпа Шурут чиркĕвĕсене çỹренĕ. Вара хăйĕн пурнăçне яланлăхах чиркỹ ĕçĕпе çыхăнтарнă.
1957 çулта, Мускаври духовнăй семинаринчен вĕренсе тухсан, священник ятне йышăннă. Çав çулах Канашри святой Николай ячĕллĕ чиркỹре священник, каярахпа чиркỹ настоятелĕ те пулса ĕçлеме тытăнать. Ĕçленĕ хушăрах Мускаври духовнăй академире пĕлỹ илсен, богослови кандидачĕн ятне хỹтĕлет.
1984 çулта ăна Шупашкарти кафедра соборне куçараççĕ. Унта вăл священник тата настоятель пулса тăрăшать, пĕр вăхăтра Чăваш епархийĕн секретарĕ те пулнă.
1989 çулта Илия Карлинов протоиерее Çĕнĕ Шупашкарти кĕлĕ çуртне куçарнă. Вăл ертсе пынипе кунта апостолсемпе пĕр тан Владимир аслă князь ячĕпе чаплă собор туса лартнă. Çав соборăн настоятелĕ пулнă май Шупашкар округĕн благочиннăйĕн ĕçне те туса пынă.
Илия Карлинов протоиерей нумай наградăна тивĕç пулнă: Владимир святой князĕн I тата III степеньлĕ орденĕсем, Мускаври Даниил святой князĕн II степеньлĕ орденĕ, Родонежри Сергий святойăн II степеньлĕ орденĕ тата ытти те.
Июнĕн 13-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкарти тата Канашри чиркỹсенче, Чăваш митрополитĕнчи ытти чиркỹсенче ун ячĕпе асăну кĕллисемпе панихидăсем иртрĕç.
Унăн ырă ячĕ Турра ĕненекенсен асĕнче ĕмĕрех упранĕ.
Л. ЛЯЛЬКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)