23 июня 2016 г.
Республика кунĕнче кăçал та яланхи пекех Шупашкарта экономика форумĕ иртет. Раççей шайĕнчи мероприятие 600 çын хутшăнĕ. Регионсем хушшинчи ХХIII курав паян, июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçланать, вăл виçĕ куна _ июнĕн 26-мĕшĕччен "Контур" комплексра иртет. Ăна Ĕç çынни çулталăкне халалланă. Пĕрремĕш хутра _ Чăваш Республикинчи районсемпе хуласен тата Итали компанийĕсен, иккĕмĕшĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен, регионти организацисен тата ытти хуласенчен килсе çитнĕ хăнасен экспозицийĕсене вырнаçтараççĕ.
Шупашкар заливĕ хĕрринче йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери фейерверк фестивалĕ пулĕ. Уяв ытти культура мероприятийĕсемпе те пуян. Республика кунне пирĕн районтан та хисеплĕ ушкăн хутшăнать. Кун пирки тĕп- лĕнрех çитес номерте çутатăпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)