23 июня 2016 г.
ÇАК шухăш Пăлапуç Нурăссен кăçалхи граждансен пухăвĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман 94 салтак ячĕпе хăйсен вăйĕпе тата ниме меслечĕпе палăк-обелиск уçас ыйтăва вара ял çыннисем çеç мар, хулара пурăнакансем те хапăлласах йышăннă. Паллах, çак ĕçе пуçарнипе çеç мар, йĕркелесе, тирпейлесе пырасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина ку тĕлĕшпе уйрăмах Р. Гладкова ял старостипе Н. Кутузов, Г. Юркин, В. Кабаев, Н. Андреева вырăнти "халăх тарçисем" пысăк пуçарупа пулăшу панине çирĕплетрĕ. Вĕсем кашни çынпа, çемьепе уйрăммăн калаçнă, укçи-тенкине те самаях пуçтарнă. Хулара пурăнакан ентешсем сăмахсăрах сăваплă та пархатарлă ĕçшĕн пилĕкшер пин тенкĕ те кăларса хунă. Пирĕн çутă пуласлăхшăн çамрăклăхне татнă паттăр салтаксемшĕн чĕррисен ырă ĕçпе тав тумаллине ăнланса çак ялсем хăйсен культура çурчĕ умне капăр палăк çĕкленĕ те. Паян вара ун умĕнчен никам та пуç таймасăр иртсе каймасть. Кăçалхи Çветуй Троица кунĕ _ июнĕн 19-мĕшĕ _ Пăлапуç Нурăссемшĕн тепĕр пысăк мероприятипе истори страницине çырăнса юлнă. Шăпах ун чухне вĕсем ăна чыслă лару-тăрура уçнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)