23 июня 2016 г.
Л. Кузнецов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:
"Экономика форумне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан ушкăн хутшăнать. Кăçал республикăра Ĕç çынни çулталăкĕ пулнă май, унта пирĕн районăн ял хуçалăхĕпе, экономикипе, социаллă пурнăçĕпе тата ыттипе те тĕплĕн паллаштаракан 8 стенд виçĕ кун ĕçлет. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхĕн, ял хуçалăх техникин макечĕсемпе те паллашма пулать. Патăрьел тăрăхĕпе тĕплĕнрех интересленекенсем район пирки хатĕрленĕ презентаци те пăхма пултараççĕ. Кашни хăнана, курма пыракана кăмăлтан кĕтетпĕр".
В. Фролова, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ:
"Иртнĕ çул Литература çулталăкĕ пулнă май, эпир хамăрăн районта çуралса ỹснĕ паллă писатель-поэтсене халалланă стенд хатĕрленĕччĕ. Республикăн тĕп хулинче пурăнакансемпе хăнасем хаваспах унпа паллашрĕç. Хамăрăн та курмалли те, вĕренмелли те нумай пулчĕ. Кăçал та çак форума эпĕ хаваспах хутшăнатăп. Виçĕ куна тăсăлакан мероприятинче нумай çĕнĕлĕх илессе шансах тăратăп".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)