23 июня 2016 г.
Июнĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкарта çăмăл атлетикăпа иртекен Раççей чемпионачĕн иккĕмĕш кунĕнче, шăчăпа сикекенсен секторĕнче куракансем икĕ хутчен олимп чемпионки Елена Исинбаевапа Анжелика Сидорова хушшинчи халиччен пулман кĕрешĕве пăхнă.
Исинбаева хĕрачине çуратнă хыççăн виçĕ çултан Шупашкарти чемпионата хутшăнать. Вăл 4,60 метр çỹллĕшне тăруках парăнтарнă. Ун хыççăн 4,70 метра, иккĕмĕш тĕслĕхĕнче вара 4,80 метр çỹллĕшне çăмăллăнах илнĕ. Çак вăхăтра сикекенсен секторĕнче Мускав тата Чăваш наци командине хỹтĕлекен Елена Исинбаевапа Анжелика Сидорова çеç юлнă. Кунта вара Сидорова куракансемшĕн 4,85 метр çỹллĕшне илсе кĕтменлĕх тунă. Кук пек çỹллĕшне вăл декретлă отпуска кайиччен те сикмен.
Олимп чемпионкин малтанхи икĕ хучĕ, Сидорова ун чухне ăмăрту лидерĕччĕ, ăнăçсăр пулнă. Анчах виççĕмĕшĕнче Елена Исинбаева спорт паттăрлăхне кăтартса Раççей чемпионкин титулне выляса илнĕ. 4,90 метр кăçалхи сезонта тĕнчипе те чи лайăх кăтарту пулнă. Анжелика Сидорова çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призне тивĕçнĕ.
Çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский Е. Исинбаева çĕнтерĕвне хакланă май спорт-смен хăйĕн кăтартăвĕпе "Раççейре çăмăл атлетика аталаннине, наркотикран "таса", профессионаллă спортсменсем пуррине палăртрĕ. Çакăнпа эпир чи пысăк шайри тупăшăва тухма пултарнине çирĕплетрĕ".
Елена Исинбаева çĕнтерĕвне, унпа пĕрлех пĕтĕм Раççейĕн атлетикине, куракансем флешмобпа палăртнă, çав вăхăтра пĕтĕм стадион Раççей гимне юрланă.
Ăмăртăва хутшăнакансемпе хăнасем куракансем çакăн пек чунтан гимна шăрантарнине халĕччен илтменнине пĕлтернĕ. Е. Исинбаева ăнăçлă ăмăрту хыççăн тĕттĕмчченех куракансемпе сăн ỹкерĕннĕ, автограф панă. Чапа тухнă Раççей чемпионкине Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă.
Раççейĕн пултаруллă спортсменкине Шупашкарсем курса юлни историне кĕрсе юлать. Çакна аса илтеретпĕр: пирĕн çăмăл атлетсене Рио-де-Жанейро Олимпиада вăййисене хутшăнтармаççĕ. Елена Исинбаевăна вара Тĕнчери олимп комитечĕн ялавĕпе тухма та сĕннĕ. Анчах та вăл Раççей ялавĕсĕр пуçне нихăш çĕршывăннипе те унта хутшăнма хирĕçленине пĕлтернĕ. Шупашкарти ăмăртусем уншăн спорт карьеринче юлашки те пулĕç.
Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов Раççей чемпионачĕн пĕрремĕш кунĕнчех спортăн хĕвел анăç функционерĕсен йышăнăвĕ политикăпа çыхăннине палăртрĕ. Чылайăшне Раççей Федерацийĕн тата унăн Президенчĕн Владимир Путинăн никама пăхăнман политики тарăхтаратех.
"Манăн тата нумай миллионлă Раççей çыннисен шухăшĕ пĕрех. Кунта политикăн пытарăнчăк енĕ пур. Спорта такăнтарас ĕçре Раççейĕн никама пăхăнман политики вĕтелентерет. Эпир çак чăрмавсенчен тухасса шанатăп. Шупашкарта иртекен Раççей чемпионачĕ те çакнах çирĕплетет. Чăвашсемшĕн çакнашкал шайри ăмăртусене ирттересси пысăк чыс, паян кунти стадиона спорт королеви анса ларчĕ".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)