23 июня 2016 г.
Районта пурăнакансен пурнăçне хăтлăлатасси районăн пĕрлештернĕ бюджечĕпе çыхăннă. Вăл пуян пулсан çул та сарăнать, çурт-йĕр те çĕкленет... Бюджета укçа кĕресси вара эпир налуксене мĕнле тỹленинчен килет. Пĕрисем унпа çулленех йĕркеллĕ татăлса пыраççĕ пулсан, теприсен парăмĕсем ỹснĕçем-ỹсеççĕ. Анчах вĕсем таса совеçлисемпе пĕр танах тĕрлĕрен çăмăллăхпа усă кураççĕ. Тĕрĕсмарлăха пĕтерес тесен мĕн тумалла?
Шăпах çак ыйтăва татса парас тесе пуçтарăнчĕç çавра сĕтел тавра район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, район прокурорĕ Ю. Фуражников, федераци налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш инспекцийĕн начальникĕ В. Антонов, районти аслă суд приставĕ А. Афки, райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, Туçа, Ишлĕ, Кзыл Чишма ял тăрăх пуçлăхĕсем _ К. Углев, Л. Юркина, Р. Миняев.
Шăпах пурлăх, транспорт налукне вăхăтра тỹлеменнисем пирки сăмах пуçарчĕ В. Антонов. Вăл парăмçăсенчен укçа суд урлă шыраттарса илни пирки, анчах çак процедура патне çитиччен питĕ нумай ĕçлемелли пирки каларĕ. Акă, пĕр ял тăрăхĕн-че пурăнаканăн транспорт налукĕ малтан 70 пин тенкĕрен те иртнĕ. Техникăна амăшĕ çине регистрациленĕрен ватă çыннăн çур пенсине тытса юлмалла тунă. Анчах пĕрех вăл тивĕçлĕ йышăну туман _ паян унăн парăмĕ 200 пин тенке яхăн. Калаçу малалла тăсăлнă май уйрăм çынсен техники патне те çитрĕç. Районта регистрациленĕ трактор-комбайн 980 единица, унтан 700 ытларахăшĕ уйрăм çынсен. Шута тăманнисем тата миçе-ши? Вĕсен хуçисем налук пирки тĕлленмеççĕ пулсан та вырăнти çулсемпех çил пек хăваласа çỹреççĕ.
Çавра сĕтел хушшинче хăш-пĕр предприятисенче, индивидуаллă предпринимательсем патĕнче вăй хуракансен шалăвĕ 2-3 пин тенке яхăн çеç пулни пирки чарăнса тăчĕç. Паян çак суммăшăн никам та пĕр уйăх тар тăкмасть, апла пулсан ĕç укçине конвертпа пани куç умĕнчех. Кĕсьене нухрачĕ кĕнĕ чухне аван пуль-ха, анчах тивĕçлĕ канăва кайма та вăхăт çитни пирки темшĕн шухăшламаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)