23 июня 2016 г.
ЯЛТА кашни çемье тенĕ пекех килти хушма хуçалăхра тĕрлĕрен выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрать. Куншăн тĕлĕнме кирлĕ мар. Пĕр каçрах самай чăмăртаннă кăвакал чĕпписемпе вĕсен амăшĕ сарăмсăр, йĕр хăвармасăрах çухалнишĕн вара тĕлĕнмелĕх пур. Именкассинче пурăнакан пĕр хĕрарăмăн пăшăрханăвне чăннипех те ăнланма пулать. Çакскер ирпе-ирех индоуткăсене апат çитерме тухнă та чутах йăванса кайман: килте лартса кăларнă сарă "чиперккесем" пĕри те çук! 32 кăвакал чĕппи тата пĕр амăшĕ! Тĕкĕ-çỹçĕ те вĕçмест, ури йĕрĕсем те юлман... Аптăранипе малтанласа нимĕн те тума пĕлмен кил хуçи хĕрарăмĕ. Кăшт тăрсан çеç пакунлисене шăнкăравласа янă. Ара, ун пек чухне камран пулăшу ыйтмалла-ха? Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем иккĕленекен кукăр алăллă çынсем патне çитнĕ, анчах хальлĕхе нимĕнле пайăрлă факта та тупайман-ха.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)