28 июня 2016 г.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕмĕрĕн тĕп хули _ Шупашкар _ çывăхри-аякри хăнасемпе тулчĕ. Ахаль те капăр хуламăр çак кунхине уява пуçтарăннă çынсене тата ытларах савăнтарчĕ. Тĕп сцена умĕнче çеç мар, урамсенче те тĕрлĕ наци тумне тăхăннă хăнасене курма, вĕсемпе ырă сунса калаçма питĕ хавас пулчĕ. Уйрăмах республика кунне паллă тума çитнĕ тулаш чăвашсемпе курнăçса сăмах пуçарма, вĕсен юрри-ташшисене пăхса киленме, пултарулăхне хак пама кăмăллă. Сăмах май, тĕнче шайĕнче ирттерекен "Раççей çăл куçĕсем" фестивале Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ те (ертỹçи Анатолий Шакин, музыкăна ертсе пыраканĕ Петр Никитин) çулсеренех хастар хутшăнать. Патăрьел артисчĕсем кăçал та республикăн тĕп уявĕнчен айккинче юлмарĕç. Чăн малтанах юрăпа ташă ансамблĕ Константин Иванов ячĕллĕ драма театрĕ умĕнчи тĕп сцена çинчен Ĕç çынни çулталăкне халалланă сюитăна хулари паллă артистсенчен пĕрре те кая мар ăста кăтартса пачĕç. Лакрей паркĕнче те Патăрьелсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса хаклани пирĕн ансамбль хисепĕ çулран-çул ỹссе пынине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
Пĕр тапхăр Лакрей паркĕ те татти-сыпписĕр янăраса çеç тăчĕ:
"Ай, ĕçер-и, сăрине? Ай, юрлар-и, юррине?.."
_ анатри чăвашсен кĕвви çеммипе Первомайскинчен, Каншелĕнчен, Çĕньялтан килнĕ фольклор ушкăнĕсем те пирĕнпе юнашарах çакнашкал тарават сăмахсемпе пĕрин хыççăн тепри чăвашсен Акатуйне илем кỹчĕç. Шăнкăрав пек шăнкăртатакан юррисене пĕрин хыççăн теприне итленĕçем итлес килет. Çапла, Патăрьелсем ĕçре матур, спортра паттăр, юрă-ташăра маçтăр... Çакна Республика кунне хутшăннă хăш-пĕр хăнасем те хак пачĕç:
Юрий Кудаков, композитор:
"Чăваш çĕршывне ахальтен çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ тесе хак паман. Çакна паян тĕп хуламăрта, çав вăхăтрах Элĕк районĕнчи Республика кунĕнче те курса ĕнентĕмĕр. Чăвашсен çак уявĕ пысăк та пархатарлă, сумлă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чăвашсем пĕрле савăнни, хăйсен культурине, йăли-йĕркине ыттисене кăтарма май пулни _ телей. Патăрьелсем пирки вара çакна çеç каласшăн. Çак таврара кĕвĕ-çемĕне чун-чĕререн парăннă çынсем пурăнаççĕ. Паян эпир вĕсене сцена çинче тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр".
Владимир Живов, Санкт-Петербургри чăвашсен ентешлĕх ертỹçи:
"Нумай пулмасть çеç Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ Питĕрти чăвашсене хăйсен пултарулăхĕпе, культурипе хавхалантарса хăварчĕ. Савăнатăп, мăнаçланатăп манăн ентешĕмсем республикăра кăтартуллисен шайĕнче пулнăшăн".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)