АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятарлă режим тапхăрĕнче штраф икĕ хут пысăкрах!

28 июня 2016 г.

МАЙĂН 22-мĕшĕнчен республикăри министрсен кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пушар хăруш- лăхĕнчен сыхланас тĕлĕшпе ятарлă режим çирĕп-летнĕ. Урăхла каласан çуллахи шăрăх çанталăкра вут-кăвартан сыхланмалли тапхăрта пурин те йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Чăн малтанах вăрмана кĕрсе кăвайт чĕртме, унта чикарккă туртма е тата хăвăрт хĕмленсе хыпса илекен япаласене пăрахса хăварма юрамасть. Енчен те çак сăлтавпа йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен аллине çаклансан пысăк "кĕмĕлне" кăларса хума хатĕр- ленсех тăр. Маларахрипе танлаштарсан штрафĕ те икĕ хут пысăкрах! Уйрăм граждансене 2 _ 4, должноçри çынсене 15 _ 30, юридика пĕлтерĕшлисене вара 400 _ 500 пин тенкĕ! Урăхла каласан, реххетленсе вăрмана канма кайни питĕ-питĕ хака та кайса ларма пултарать.

Сăмах май, паянхи куна пирĕн районта 14 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вунă пушар сахалтарах. Çакă, паллах, асăрханулăха чакармаллине пĕлтермест. Çак кунсенче çеç, акă, Çĕньялта хуçасăр гаражра хĕвел аниччен вут-çулăм алхасма пуçланă. Районти пушар надзорĕн инспекторĕсем çи- рĕплетнĕ тăрăх инкек ачасем шăрпăкпа вылянипе е чикарккă тĕпне пăрахса хăварнипе сиксе тухнă. Юрать-ха ăна малалла алхасма паман, вăхăтра асăрхаса парăнтарнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика