28 июня 2016 г.
Июнĕн 26-мĕшĕнче пирĕн район Пермь тăрăхĕнчен килнĕ хăнасене йышăннă. Делегаци йы- шĕнче Пермь крайĕн муниципалитет Канашĕн председателĕ, Пермь район пуçлăхĕ, Пермь районĕн Земски Пухăвĕн председателĕ Александр Кузнецов, Пермь крайĕн муниципалитет Канашĕн директор тивĕçне пурнăçлакан Александр Русанов, Пермь крайĕн муниципалитет Канашĕн комплекслă социаллă экономика аталанăвĕн, инвестици тата инноваци ĕç-хĕлĕн Комитечĕн председателĕ, Уински район пуçлăхĕ _ район администраци пуçлăхĕ Александр Козюков тата Суксумски район пуçлăхĕ _ район администраци пуçлăхĕ Игорь Пучкин пулнă. Вĕсене муниципалитет Канашĕн директорĕ Станислав Николаев ертсе килнĕ.
Инçе çула çывăхлатса килнĕ хăнасене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн çумĕсем тата структура подразделенийĕн ертỹçисем кĕтсе илнĕ.
Район администраци пуçлăхĕн кабинетĕнче районсене аталантарасси, уйрăммăнах Уински, Суксумски тата Патăрьел районĕсенче "Вырăнти хăй тытăмлăх çинчен" федераци саккунне реализацилесси пирки чарăнса тăнă. Çавăн пекех регионсенче пур сферăри социаллă экономикине вăйлатас, экологи тата ытти темăсене хускатнă. Юлашкинчен Рудольф Селивановпа Александр Кузнецов икĕ район пĕрле ĕçлесси пирки çырнă Килĕшỹ çине алă пуснă.
Малалла хăнасем Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Мартышкин фермерăн хуçалăхне, сухан вăрлăхĕ çитĕнекен уя çитсе курнă. Унтан Анат Туçара В. Кузнецов фермерпа тĕл пулнă. Вăл патшалăх пулăшăвĕпе тăвакан хальхи технологисемпе усă курмалли управпа паллаштарнă.
Районта выльăха пусса тирпейлемелли 6 цех ĕçлет, вĕсенчен пĕрне шăпах Çĕнĕ çул умĕн Шăнкăртамра М. Абитов хута янă. Унăн ĕç-хĕлĕ те килнĕ хăнасене пурне те кăсăклантарнă.
Пермь крайĕн делегацийĕ Шăнкăртамри "Сандугач" ача садĕнче те пулнă.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)