АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ _чăвашсен тĕп наци уявĕ

28 июня 2016 г.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енте республика кунĕ иртрĕ. Хальхинче мĕ нпур чă- вашсен Акатуйĕ Шупашкарсăр пуçне Элĕк районĕнче те кĕрлерĕ. Чăн малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа, Элĕк районĕнче ирттернĕ пысăк савăнăçлă уява хутшăннă. Уява пухăннисене саламлама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа кайнă. Вĕсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци- йĕн Ертỹçи Юрий Василь- ев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикинчи пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталия Тимофеева, культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев тата ытти официаллă çынсем пухăннă. Çак кун Элĕкри Йăлкăш салинче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă. "Хамăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса пĕтĕмпех туллин тивĕçтеретпĕр", _ тенĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ объекта уçнă май. 2015-мĕш çулта Чă-ваш Енре ФАПсем хута ярассипе йышăннă программăна пĕтĕмпех вĕçленĕ, пурĕ 100 учреждени хута янă. Программăна малалла тăснă, 2018-мĕш çул тĕлне тата 50 ФАП çĕклесе лартма тĕллев лартнă.

Сăмах май, Патăрьел районĕнче паянхи куна модульлĕ пилĕк ФАП ĕçлет. Çывăх кунсенчех Вăтаелĕнче тепĕр çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика