АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрлар-и юррине?

28 июня 2016 г.

Чăваш республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей çăл куçĕсем" Пĕтĕм тĕнчери халăх пултарулăхĕн фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн патшалăх Думин депутачĕ, вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи Юрий Васильев, хула ертỹлĕхĕ тата ытти официаллă çынсем пухăннă. Ĕçе юратни халăх куç умĕнче тесе кăçалхи çула Ĕç çыннин çулталăкне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява. Хĕрлĕ тỹремре Чăваш Енрен хуласемпе районсенчен, тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен куравĕсене йĕркелесе тăратнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа тĕл пулнă, ăстаçăсемпе калаçнă, вĕсен пултарулăхне хакланă. "Сирĕн паха ĕçĕр _ çав тери пысăк пуянлăх. Мĕншĕн тесен, эсир хăвăрăн ĕçе пĕтĕм чун-чĕ-ререн юратса пурнăçланă", _ тесе каланă Михаил Игнатьев, уява пухăннисене Республика кунĕпе саламланă. "Пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттерекен фестиваль йăлана кĕрсе юлчĕ. Пире, çав тери кăмăллă, хамăрăн йăла-йĕр- кене хисеплесе, упраса хăварма пĕлни. Хамăрăн историне, илемлĕ Чăваш чĕлхине, культурăна хисеплени пархатарлă. Çитĕнекен ăру та çакна ăша хывса пурăнать. Пирĕн мăн асаттемĕрсен йăлисем, кĕвви юрри, ташшисем паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пурсăмăрăн та çак паха пуянлăха тытса пырса упраса хăварасси тĕп тĕллев", _ тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев.

ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов пирĕн йăх-несĕлĕмĕрсем ырă йăла-йĕркесене чыслăн упранине, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова уява пухăннă мĕн пур çынна чĕререн ăшшăн саламланă, халăхпа пĕрле патшалăх гимнне юрланă. "Паян чаплă пулăма хĕрỹллĕ çынсем пуçтарăннă, кашни халăх уяв лайăх ирттĕр тесе савăнать. Малашне те пирĕн юратнă республика чечеклентĕр, çирĕпленсе мăнаçлантăр", _ тенĕ вăл. Уяв çыннисене ытти официаллă хăнасем те саламланă.

Республика кунĕ "Славься, Чувашия!" гала-представленипе, фейерверксен фестивалĕпе вĕçленнĕ.

(ЧР официаллă влаç порталĕнчен).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика