28 июня 2016 г.
"Регионсем, экономика ỹсĕмĕн çĕнĕ çăл куçĕ-сем" экономика форум ĕçне пухăннисене республика Ертỹçи саламланă, регионсенче экономикăна аталантарас ыйту çине тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Санкт-Петербургра пулнă Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕ- сенчи инвестици лару-тăрăвĕн наци рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республики тăххăрмĕш вырăнтан улттăмĕшне çĕкленнĕ. Наци рейтингĕ Регионсенче бизнеса аталантарма икĕ çулта пысăк усă кỹрессине çирĕплетнĕ. Ыйтăма çĕршыври предпринимательсен 8 проценчĕ, 400 пин çын, хутшăннă. Наци рейтингĕ регионсенче инвестици илĕртỹлĕхне лайăхлатма май парать, вăйсăр енсене асăрхаса вăйлатма пулăшать. М. Игнатьев Чăваш Ен тĕлĕшпе наци рейтингĕн кăтартăвĕ лайăхланнине пĕтĕм команда килĕшỹллĕ ĕçленĕ-рен килнине çирĕплетнĕ. "Рейтинг предпринимательсен республика бизнесне аталантарма май пуррине çирĕплетекен шухăшне палăртать. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ", _ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, республикăра электротехника промышленноçĕ, апат-çимĕç, хими производствисем çирĕп- пĕн аталанса пынине асăннă. Кăçалхи çул тăватă уйăх хушшинче промышленноç производствин ỹсĕмĕ 114 процентпа танлашнă, ял хуçалăхĕ _ 111,1 процент. Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем Раççей регионĕсенче, ют çĕршывсенче те анлăн сарăлнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Палăртма кăмăллă, паянхи куна çĕршывĕпе паллă пысăк предприятисем Испанирен, Германирен, Сербирен, Японирен пирĕн республикăра ĕçлеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)