28 июня 2016 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев июнĕн 25-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Шутнер ялĕнче ирттернĕ главасен тата муниципаллă служащисен кунне хутшăннă. Унпа пĕрле мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Ю. Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л. Черкесов, Пермь крайĕнчи муниципаллă пĕрлешĕвĕн Канашĕн Председателĕ А. Кузнецов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Никаноров, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешĕвĕн Канашĕн ĕçне тăвакан директорĕ С. Николаев, Чăваш Наци конгресĕн Президиумĕн членĕ Ю. Зорин, хуласемпе районсенчи муниципаллă пĕрлешĕвĕн ертỹçисем тата ыттисем те пулнă.
Михаил Игнатьев спорт уявне хутшăнакансене саламланă. Республика Правительствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем бизнес пĕрлешĕвĕсемпе, обществăлла институтсемпе тачă çыхăнура пулнăран Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнчи инвестицисене явăçтарас енĕпе социаллă ăнăçлă ĕçлекен чи лайăх субъекчĕсен йышне кĕнĕ. "Рейтингра эпир ку енĕпе тăххăрмĕшĕнчен улттăмĕшне çĕклентĕмĕр",_ тенĕ вăл.
Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри мĕн пур шайри власть органĕсен тĕл- левĕ халăх пурнăçне лайăхлатасси пулнине палăртнă. Регион ертỹçи спорт мероприятийĕсем командăна çывăхлатнине, пĕрлехи тăрăшуллă ĕçре ỹсĕм тума май панине пĕлтерсе ăмăртăва хутшăнакансене çĕнĕ ỹсĕмсем суннă.
Шупашкар хула пуçлăхĕ Л. Черкесов "Паянхи уяв _ спорт, туслăх, пĕрлĕх уявĕ. Эпир _ пĕрле. Эпир _ Чăваш Ен Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн команди",_ тесе палăртнă.
Мероприятие пирĕн районти ял тăрăх пуçлăхĕсем те хутшăннă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)