28 июня 2016 г.
Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Мĕн пурĕшне унăн ăста аллипе çивĕч ăс хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа та кăларма çук: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан...
Паллах, пур професси те лайăх. Анчах Турă кашнийĕшне пĕр пек пултарулăх паман çав. Пурне те артист пулма пỹрмен. Йывăçран каскаласа илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем çĕлеме те пурте пултараймаççĕ.
Учитель ĕçĕ те пархатарлă та сăваплă. Ача çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулса тăрать. Вăл пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре чыслă пурăнса ирттерме хăнăхтарать. Шкулти вĕрентекене вара иккĕмĕш анне теççĕ. Кашни ачан ăс-тăн ỹсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тỹпи пысăк. Ачаран инженер е врач, пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар.
Çĕр çинче мĕн ырри пур _ йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан _ тĕрĕс çул çине тăратать. Ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет. Вара ун пек ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан та, çапăçакан-иртĕхекен те. Вĕрентекен никама та усал сунмасть, пурне те чипер ача тăвасшăн çунать. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.
Учитель ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлỹлĕх тĕнчине çỹрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси _ сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет.
Манăн аттепе анне _ Леонид Николаевичпа Ирина Ивановна _ вĕрентекенсем. Атте 30 çул ытла вăй хурать. Вăл хăйĕн ĕç стажне Алманчăри шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен пулăшуçинчен пуçланă. Аслă Чементе вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Вырăс чĕлхипе литератури, истори, право, обществоведени, технологи, тăван ен культури, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ вăл. Именкассинче, халĕ Хирти Пикшикри шкулта вăй хурать. "Вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ" ята тивĕç пулнă.
Анне биологипе хими учителĕн дипломне илнĕ. Çак предметсемсĕр пуçне тутар ачисене чăвашла та вĕрентет халĕ шкулта. Педагогсем _ кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем
Д. ПЕСТРОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)