АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăкра _ вăй, малашлăх, пуласлăх

28 июня 2016 г.

 Июнĕн 27-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану паркне Çамрăксен кунне паллă тума нумай яш-хĕр пуçтарăнчĕ. Хаваслă кĕвĕ сассине илтсе иртен-çỹрен те чарăнса тăчĕ, юрăсемпе савăнтаракан çамрăксене алă çупса хавхалантарчĕ. Ăна йĕркелекенсем _ районти централизациленĕ клуб системин тата райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пай ĕçченĕсем. Уявра илемлĕ юрă конкурсĕсĕр пуçне районти матур та пултаруллă, хастар та мал ĕмĕтлĕ хĕрсемпе каччăсене, çамрăк çемьесене чысларĕç. Райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕн, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт уйрăмĕн начальникĕ Н. Андреева вĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, Хисеп грамотисем тата парнесем парса хавхалантарчĕ. "Çак çуллахи илемлĕ уявпа саламласа сире çирĕп сывлăх, ĕмĕтĕрсене пурнăçлама сунатăп. Çулсем хутшăнсах пырсан та чунпа яланах çамрăк пуласчĕ", _ тесе пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне Наталья Борисовна.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика