01 июля 2016 г.
КУЧУХНЕ календарьте нумай пулмасть çеç "çуралнă" праçниксем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ июнĕн 29-мĕшĕнче паллă тăвакан Партизансемпе подпольщиксен кунĕ _ Раççейри паллă датăсем хушшине кĕнĕ çĕнĕ уяв. Ăна ултă çул каялла, 2010 çулта, пуçласа паллă тума пикеннĕ.
Партизансемпе подпольщиксен ятарлă кунне йышăнни историпе çыхăннă. Шăпах çак кун вăрçă пуçланнă çулхине СССР тата ЦК ВКП (б) Совнаркомĕ Хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн фронт çумĕнчи партипе совет организацийĕсен отрячĕсене йĕркелемелле пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Брянск облаçĕ шăпах Партизансен юхăмĕн центрĕ пулса тăнă.
Хĕрỹ вăрçă вăхăтĕнче партизан пулнă салтаксем пирĕн районтан та сахал мар. Çĕньял тăрăхĕнче паянхи кун та "Партизан Митюк" тесе хисеплесе аса илсен вăл Дмитрий Моисееевич Еремеев пулнине ял çыннисем пурте пĕлеççĕ. Патăрьелĕнчи Василий Петрович Воробьев (иккĕшĕн те йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) вара Франци партизанĕ пулнă-мĕн...
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, сирĕн йăхра çак уяв ячĕпе ăш сăмах каламалли тăвансем пулман-и? "Авангард" хаçат редакцийĕ тивĕçлĕ салтаксем пирки çырнă материалсене чăтăмсăррăн кĕтет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)