01 июля 2016 г.
ИРТНĔ эрнере район центрĕнчи илемлĕх салонĕ- сем кашни кун тенĕ пекех чипер пикесемпе лăк тулли пулчĕç. Пĕрисем çỹçне прическа тутараççĕ, теприсем сăн-питне капăрлатаççĕ тата ытти те. Вĕсем пĕри те туй хĕрĕсем мар, алла аттестат илнĕ хыççăн пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен выпускниксем. Темиçе кун каялла çеç Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытнă хĕрсемпе каччăсемшĕн сывпуллашу каçĕсем те кĕрлесе иртсе кайрĕç...
Вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пĕрлехи ĕçĕн результачĕ вара начар мар тесе калас килет. Районти выпускниксенчен утмăлăшĕ ылтăн медаль илме тивĕçни те çакнах çирĕплетет. Ырă кăтарту пĕлтĕр- хинчен тăхăр тĕслĕх ытларах пулни тата кăмăллă. Ку тĕлĕшпе яланхиллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул лидерсен шутĕнче. Çак пысăк чыса коллективра вунвиççĕн тивĕçнĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи тата Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсенче вара сакăршар каччăпа хĕре çак ятпа саламланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)