01 июля 2016 г.
"Единая Россия" Патшалăх Думин суйлавне кампа тата мĕнпе каймаллине çирĕплетнĕ Июлĕн 25_27-мĕшĕсенче Мускавра "Единая Россия" партин ХV Съезчĕн иккĕмĕш этапĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ партин Программа докуменчĕн положенине _ Раççейĕн малашнехи пилĕкçуллăхри аталану планне сỹтсе явасси тата РФ Патшалăх Думин çиччĕмĕш созыври кандидатсене çирĕплетесси. Съезд ĕçне икĕ пин ытла делегат хутшăннă, вăл шутра Чăваш Ентен те. Делегатсем партин суйлав умĕнхи чи кирлĕ саманчĕ- сене сỹтсе явнă.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ентен кайнă делегатсен ĕçне хак панă май пирĕн республикăра ытти регионсемпе танлаштарсан çут çанталăк ресурсĕсем пулманнине, пирĕн çынсем чи пысăк пуянлăх пулнине палăртнă. "Эпир тĕрлĕ-рен программăсемпе конкурссене хутшăнатпăр. Кăçал та Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтертĕмĕр. Çамрăк профессионалсене х
атĕрлес тĕлĕшпе çĕршер миллион тенкĕ явăçтаратпăр. Çамрăксене хăйсен ĕç вырăнне тупма пулăшасси _ тĕп тĕллев",_ тенĕ Республика Пуçлăхĕ. Июнĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ съездăн пĕрлехи ларăвĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин тата Парти председателĕ, Дмитрий Медведев премьер-министр тухса калаçнă. Владимир Путин "Единая Россия" парти тăрăшнипе стратегилле аталану ыйтăвĕпе общество килĕшỹллĕхне кирлĕ шая çитернине, çавна май экономика тата социаллă ыйтусене, приоритетлă наци проек- чĕсене, сăмахран, демографи программине, пурнăçа кĕртме май панине каланă.
Суйлав умĕнхи программи пирки каланă май Владимир Путин партин яваплăхĕ пирки, программăри кашни пунктшăн хурав тытмаллине аса илтернĕ, мĕншĕн тесен вăл, чи малтанах, çынсен хăтлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Апла пулсан çĕршывăн кашни гражданинне пырса тивет.
"Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов программăн социаллă тĕллевĕ патне тимлĕх уйăрнă.
"Вĕрентĕве, уйрăмах шкулсем тăвассине, сывлăх сыхлавне модернизацилессине, кадр политикине, çул-йĕр тăвассине, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли пур аспекта та тимлĕх ытларах уйăрни савăнтарать, _ тенĕ хула пуçлăхĕ.
"Единая Россия" партин съездĕнчи тепĕр пĕлтерĕшлĕ йышăну _ сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине суйланмалли кандидатсен списокне çирĕплетни. Аса илтерепĕр, списока кăçалхи май уйăхĕнче йĕркеленĕ малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе хатĕрленĕ.
Парти съездĕнче çĕршыв интересĕсене хỹтĕлесе кăçалхи суйлавра 225 суйлав округĕнчен пĕр мандатлă 203 суйлав окру- гĕнчен çеç кандидатсем тăратма йышăннă. Чăваш Енре Шупашкар суйлав округĕпе Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова тăратнă. Пирĕн республикăран çавăн пекех РФ Патшалăх Думин комитечĕн председателĕн çумне Алена Аршиновăна, Чăваш Паташлăх Канашĕн председателĕн çумне Николай Малова, Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров та списока кĕнĕ.
"Хăш политика партийĕн депутачĕсем программăна кĕртнĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ, çавсем суйлавра яланах çĕнтереççĕ, _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думине суйланмалли депутатсен списокĕ паллă пулнă хыççăн. _ Эпĕ хам та пĕлтĕр "Единая Россия" партин кандидачĕ пулнă, çавна май "Единая Россия" _ ĕçсене пурнăçлакан парти иккенне палăртатăп. Вăл яланах панă сăмаха тытать".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)