01 июля 2016 г.
Иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнчех "Хресчен сасси" хаçатра "Усăсăр ан вырттăр" статья пичетленсе тухнăччĕ. Унта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки, ку ыйтупа начар ĕçлекен районсене малашне ытларах тăрăшмалли пирки çырнăччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те кашни лаптăкăн хăйĕн хуçи пултăр тесе тăрăшаççĕ. Район администрацин пуçлăхĕн çумĕ Л. Кузнецов районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра та çĕрсене регистрацилесси пирки темиçе хутчен те хускатрĕ. Чăнах та, Росреестр управленийĕн кăтартăвĕпе пирĕн тăрăхри çĕрсен 52 процентне çеç шута тăратнă. Кăтарту, ытти районсемпе танлаштарсан, аванах пĕчĕк. Ку çитменлĕх çак ыйтупа ĕçлекен специалистсем çителĕклĕ тăрăшманнипе, алă сулнипе пулнă.
Çĕре арендăна пама мĕнле документсем кирлĕ пирки Л. Кузнецов хăйĕнчен илнĕ интервьюра питĕ лайăх ăнлантарнăччĕ. Апла пулсан хаçата тĕплĕн вуласан çĕр пай хуçисен: "Эпир пĕлмен, пире ăнлантарман" текен сăмахсем пулмалла мар. Кирлĕ информацисене пĕлес тесен районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнмаллах.
Л. Кузнецов çавăн пекех çĕре арендăна паракана тỹлесси, фермерсене аталанма грандсем, çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтерни пирки те уççăн ăнлантарнă. РФ Ял хуçалăх министрĕ А. Ткачев кăçал Раççейри фермерсене пулăшма пĕтĕмпе 14 млрд тенкĕ уйăрнине палăртрĕ. Çитес çул унăн хисепне тата ытларах ỹстерме тăрăшнине пĕлтерчĕ. Çакă питĕ савăнтарать.
Раççей Президенчĕ В. Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвне эпĕ питĕ тимлĕ итлерĕм. Вăл Раççей халăхĕ хăйне тăрантарнисĕр пуçне тĕнче шайне апат-çимĕçпе тата ыттипе те тухма пултарни пирки те каларĕ. Çавна май тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсене пулăшассине асăнчĕ.
Президент пире тĕрĕс çул-йĕр кăтартать. Çĕре илнипе кăна мар, унпа тивĕçлĕ ĕçлемелле, технологине пăхăнмалла. Пурнăçра çакăн пек те пулать: тăпра пиçсе çитмесĕрех техникăна хире кĕртсе яраççĕ. Культиватор хыççăн муклашкасем юлнине пăхмасăрах акса хăвараççĕ, катокпа пусăрăнтармаççĕ. Çавна пула мĕнле çум курăк пур, пурте шăтса тухса калчана хупласа хураççĕ.
Çĕр пайне çыннăн хăйĕн вăйĕ çитнĕ таран çеç илмелле. Ĕçлейменнипе нумайăшĕ тăпран структурине пăсаççĕ. Пысăк тухăç паракан пулăхлă лаптăксем юрăхсăра тухаççĕ.
Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран та нумай килет. Чылай чухне ăна тĕрĕслеттермесĕрех акаççĕ. Кайран "çỹлтен памасть" теме пăхаççĕ. Çĕр ĕçне тарăн пĕлмен ертỹçĕн, фермерăн сăмахĕ çеç ку! Ĕлĕк вăрлăха яланах ятарлă специалистсене кăтартнă, калибрланă, çавăнпах тухăçĕ те пулнă.
Ф. Медведев чылай çул агрономра, ертỹçĕре ĕçлерĕ. Унăн тавракурăмĕ те анлăччĕ, пĕлĕвĕ те пысăкчĕ. Вăл "Герой" колхозра вăй хунă чухне тырă тухăçĕ пĕр гектартан 30-32 центнер пулнă. Патшалăха 470-490 тонна сутнă, плана 2-3 хут ирттерсе тултарнă. Халăха, комбайнерсене укçа шутне кĕртмесĕр тыр-пул панă. Выльăхсем те пурте тутă тăнă.
Унччен мĕн пур çĕр лаптăкне кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Çак ĕçе август уйăхĕнче пурнăçлама тăрăшнă. Сухалани хире хуратни çеç мар, çитес çулхи пысăк тухăçшăн тăрăшни те. Çурхи кун нихăш çул та пĕр пек килмест. Ака-сухана кĕске вăхăтра, çĕр пиçсе çитсен пурнăçламалла. Ун чухне тухăç пирки те калаçма юрать. Шухăшласа пăхсан, çĕрĕсем те çавах, анчах кăтартăвĕсем вара пĕчĕкрех. Пирĕн район яланах пысăк çĕр ĕç культуриллĕ район пулнă. Çакна шута илсе паян та тăрăшса вăй хумалла. Çулталăк тăршшĕпе çанă тавăрса тар тăксан Раççей Президенчĕ умма лартнă тĕллевсене те пурнăçа кĕртеетпĕр.
В. МИХАЙЛОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)