05 июля 2016 г.
ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче республика шайĕнче иртнĕ "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем Патăрьелсемшĕн каллех пысăк çĕнтерỹпе вĕçленнĕ. "Орленоксем" хушшинче район центрĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк армеецсем палăрнă, çарпа патриотла клубсен ушкăнĕнче вара иккĕмĕш вăтам шкулти пулас салтаксем чи-чи кăтартуллисем пулнă. Команда чысне А. Дмитриев (командир), К. Арланов, А. Еремеев, В. Ялуков, А. Шаймин, А. Поляков, К. Каллина, Э. Камалетдинова, Н. Мазяков хỹтĕленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)