05 июля 2016 г.
Чăваш Республикин тĕп федераци инспекторĕ Геннадий Федоров пирĕн районта йышăну ирттернĕ. Унта Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзорăн тата Росреестрăн, прокуратурăн тата район администрацин ертỹçисем хутшăннă.
Тĕллевлĕ ĕçе пуçăнниччен Г. Федоров Шăнкăртамри Шршасене июнь пуçламăшĕнче Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденăн медальне панă чухне асăнмалăх ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕке панă.
Шыв пахалăхне лайăхлатасси пирки йышăнура тỹрех темиçе çын ыйту хускатнă. Шăмăршă районĕнче тунă управран килмелли шывпа Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольскин кăнтăр районĕ усă курмаллаччĕ, анчах паян кунта ĕç чарăнса ларнă. Халăха çакă та пăшăрхантарать. Ку ыйтупа тимлеме пуçланине пĕлтернĕ.
Патăрьелсем çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ, пенси саккунĕнчи улшăнусем, медицина тивĕçтерĕвĕсем пирки кăсăкланнă.
Йышăнăва пурĕ 10 çын пынă. Вĕсене хумхантаракан ыйтусене тулли хурав пама тăрăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)