05 июля 2016 г.
Паян шалти ĕçсен органĕнчи çак служба яланах халăх куçĕ умĕнче. Юрăри сăмахсемпе хакласан, çумăр çăвать-и е çил-тăман _ инспектор юлташ çул çинче ялан. Йĕрке хуралĕн истори тымарне аса илес пулсан вара çакна палăртмалла. 1936 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕн Постановленийĕпе килĕшỹллĕн "СССР НКВД рабочипе хресчен милицийĕн Тĕп управленийĕн патшалăх автомобиль инспекцийĕ çинчен" положение çирĕплетнĕ. Çакă шăпах паянхи ГАИн çуралнă кунĕ пулса çырăнса юлнă. Унтанпа шăп та лăп кăçал 80 çул çитрĕ.
Раççей, Чăваш Ен çул-йĕр автоинспекцийĕпе пĕрлех ра- йонти ГАИн те хăйĕн пуçламăшĕ, аталану историйĕ пур. Юбилей сăлтавĕпе пакунлисен ĕçĕ пирки тĕплĕнрех аса илни те кирлĕ. Архивра упранакан хăш-пĕр хутсенчен, ветерансен аса илĕвĕнчен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çул çинчи йĕрке хуралĕ 1959 çулта йĕркеленсе кайни паллă. Пирĕн енче сайра тĕл пулакан Бикин хушаматлăскер районта пĕрремĕш автоинспектор пулнă. Ун хыççăн тĕрлĕ çулта çак должноçра Ф. Майрин, А. Степанов, В. Портнов, Н. Поляков ĕçленĕ. 1978 çулта районта ПАИ начальникĕн должноçне туса хунă. Унăн никĕслевçи _ Чăваш Республикин автотранспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ветеранĕ Федор Урмаков. Милици майорĕ ку ĕçре шурсухал тесен те йăнăш пулмĕ. 18 çул яваплă "лава" туртнă вăл гаишниксен çăмăл мар тиевне. Унăн тивĕçне 2009 çулта А. Купташкин улăштарнă. 2010 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчен вара районти ГИБДД уйрăмĕшĕн А. Петров яваплă. Сăмах май каласан, Александр Аркадьевичăн пакунлисен тумне тăхăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр çывхарать. Паянхи полици майорĕн карьера пусми тăруках çак шая çитмен. Çул-йĕр инспекторĕ хăйĕн ĕç стажне Шупашкарти РЭО бГАИнчен пикеннĕ. Пурнăç шăпи Патăрьел тăрăхне çитерсен те чăн малтанах шырав енĕпе ĕçлекен РЭО ГАИнче, каярахпа çул-йĕр инспекцинче, техника тĕрĕслевĕн пунктĕнче инспектортан пуçласа начальника çитиччен тăрăшнă.
Патшалăхăн автоинспекцийĕ районта йĕркеленнĕ хыççăнах çул çинчи куçăма йĕркелесе тăма инспекторсен паянхи евĕр лайăх çăмăл автомашинăсем пулман. Акă епле аса илет кун пирки йĕрке хуралĕнче вăтăр çула яхăн тăрăшнă милици капитанĕ Федор Кошкин:
_ Инспекци уйрăмĕнче техника бази чăн малтан питĕ чухăнччĕ. "Ирбитский" текен кỹмесĕр икĕ мотоциклпа юрне-çумăрне пăхмасăр çул çине тухнă инспекторсем. Каярахпа çеç пĕр "Жигули" пачĕç. Урăхла каласан, çул-йĕр автоинспекцийĕ те пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче тĕрлĕрен улшăнăва, йывăрлăха чăтса ирттерчĕ. Çапах та инспекторсен яланах халăх хушшинче пысăк авторитет, хисеп пулнă.
Пытарма кирлĕ мар, ГАИ сотрудникĕсене паян, техника вăйлă аталаннă тапхăрта та, ĕçлеме ансат мар. Хальхи вăхăтра Па- тăрьел районĕнчи çул-йĕр культурине пилĕк инспектор сăнаса, тирпейлесе тăрать. 56 яллă Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çул çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшакан инспекторсем йышĕпе нумай мар. Сăмах май каласан, пĕр тапхăрта инспекторсен йышĕ вăтăртан та иртнĕ пулнă. Районти ГИБДД начальникĕ калашле, коллектив юлашки çулсенче самай çамрăкланнă. Вĕсенчен К. Платонов аслă лейтенант чи асли тата опытли темелле. А. Каргина инспекцинче çиччĕмĕш çул тăрăшать, А. Герасимов лейтенантпа Е. Петров кĕçĕн лейтенант çăмăл мар професси вăрттăнлăхне алла илсе пыраççĕ.
_ Районти тăнăçлăх, йĕркелĕх, çул çинчи тирпейлĕх чăн малтан пиртен килет. Çавăнпа та хамăрăн ĕçри дисциплинăна, професси ăсталăхне ỹстерсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн сотрудниксене пысăк уяв ячĕпе саламланă май, малашне те çакна тĕпе хурса ĕçлеме ырă сунатăп,_ терĕ А. Петров калаçăва пĕтĕмлетнĕ май.
Район пуçлăхĕ М. Петров тата район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсене професси уявĕпе саламлаççĕ, çăмăл мар служба ĕçĕнче пысăк ăсталăх, ăнăçу, çемьере килĕшỹ сунаççĕ!
Цифрăсемпе фактсем
Паян çул-йĕр инспекторĕсем водительсем эрех-сăра ĕçнине алкотесторпа тĕрĕслеççĕ, вуншар çул каялла "Шенкаренко" текен сарă трубка ĕç хатĕрĕ вырăнĕнче пулнă.
Кăçал ку таранччен 26 водитель ỹсĕр пуçпа иккĕмĕш хут руль умне ларса инспекторсен аллине çакланнă.
Юлашки пилĕк çула тишкерсен 2012 çулта çул çинчи аварисенче 28 çын вилнĕ.
Хальхи вăхăтра районта вунă пин ытла техника. "Хурçă утсем" çулсерен пинрен кая мар хушăнса пыраççĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)