АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Единая Россия" съезд делегачĕсем: "Пирĕн çынсене пушă сăмах пани кирлĕ мар"

08 июля 2016 г.

"Единая Россия" парти суйлав умĕнхи программăна йышăниччен тĕплĕн хатĕрленнĕ. Съездăн секци ĕçĕсенче тата пленарлă пайра Чăваш Ен делегачĕсем, "Единая Россия" парти тăратнă кандидатсем хутшăннă: Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Ен парламенчĕн вице-спикерĕ, партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров. Вĕсем ятарлă пресс-конференцинче съездăн тĕп йышăнăвĕсемпе тата хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарнă.

Николай Малов съездра парти председателĕ Дмитрий Медведев премьер-министр тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин тухса калаçни тĕп самантсенчен пĕри пулнине пĕлтернĕ. Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче парти ĕçне тимлĕн сăнаса пынине палăртнă.

Çавăн пекех Николай Малов "Единая Россия" парти съездĕн-че суйлав умĕнхи программăна йышăничченех партин регионти уйрăмĕ "Чăваш Ен _ хăтлă пурăнмалли регион. Аталану çул-йĕрĕ" программăна хатĕр- лени, вăл Чăваш Республикин çитес пилĕкçуллăхра аталанмалли планĕ пулнине каланă. Тĕллевсенче пĕрпеклĕхсем те нумай. Çакă пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунине кăтартать те ĕнтĕ.

Леонид Черкесов та ĕçтешĕн сăмахне çирĕплетнĕ. Вăл "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн представителĕсем хăйсем тума пултарайман ĕçсемшĕн яваплăх илменнине палăртнă. "Пирĕн çынсене пушă сăмах панисем кирлĕ мар", _ тенĕ вăл.

Леонид Черкесов съездра "Пурнăç пахалăхĕ" секци ĕçне хутшăннине каласа панă. Унта шăпах пурăнмалли çурт-йĕр, аталану, тирпей-илем çинчен ыйту çĕкленĕ. Шупашкарта кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçарнă тĕслĕх тĕлĕнтернĕ. Çавна май ытти регионсенчи хула пуçлăхĕ- сем ун патне канаш ыйтма пынă.

РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ комитечĕн председателĕн çумĕ А. Аршинова профильлĕ секцире çĕкленĕ ыйтусем пурте тивĕçлĕ татăласса шантарнине пĕлтернĕ. "Вĕрентỹ çинчен" калакан саккуна тỹрлетỹсем кĕртнĕрен ача сачĕшĕн, вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕреннĕшĕн, студентсем общежитире пурăннăшăн тỹлессине ỹстерессине чарса лартаççĕ.

Депутат пулма кандидата тăратнă Н. Владимиров съезд евĕрлĕ мероприятисем пĕр площадкăра тĕрлĕ регионти профессионалсем пухăнса кирлĕ ыйтусем çĕкленине ырланă. Унăн шухăшне Челябинск облаçĕн представителĕсем те мала хунă.

Малтанхи сасăлавра Канашри пĕр мандатлă суйлав округĕнчен тăратнă Н. Малов патне те ыйтусем пулнă. "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ пулнă май маншăн юлашки результат пĕлтерĕшлĕ, команда интересĕ, В. Путин калашле, суйлава хутшăнакан кандидатсем çĕршыва ертсе пыракан çак партин шанăçлă çыннисем",_ хушса хунă Н. Малов.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика