АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çул сире, каччăсем!

08 июля 2016 г.

Раççей çарĕнче службăра тăрасси _ кашни каччăн тивĕçĕ. Акă, çак кунсенче Çĕньялти культура керменĕнче виçĕ ял тăрăхĕн пулас салтакĕсене Тăван çĕршыва сыхлама чыслăн та хисеплĕн ăсатрĕç. Мероприятие районти çамрăксен пĕрлешĕвĕсен Координаци совечĕн ертỹçи, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен центр методисчĕ Алина Антонова йĕркеленĕ. Ăна ирттерме пулăшаканĕсем: Çĕньялти культура çурчĕн ĕçченĕ М. Мадюкова, "Единая Россия" парти вырăнти уйрăмĕнчи "Çамрăк гварди" пĕрлешỹ ертỹçи В. Горбунова, Раççейри ял çамрăкĕ-сен союзĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн членĕсем В. Фроловăпа В. Петров.

Çар тумне тăхăнма хатĕрленекен каччăсем _ Артем Ухварин (Çĕньял ял тăрăхĕ), Константин Николаевпа Андрей Яковлев (Турхан ял тăрăхĕ) тата Валерий Ильметов (Первомайски ял тăрăхĕ) _ Çĕньял клубĕ çумĕнчи уçланкăна ĕлĕкхи йăла-йĕркепе юрласа çитрĕç. Çерем çинче шăпах В. Антонов тата В. Верликов ертсе пыракан юрă-ташă ăстисем вăйă картине тăнăччĕ. Вĕсем пулас салтаксене ал шăллисем çактарса ячĕç, сĕт çулĕпе кайса пыл çулĕпе таврăнма пехил пачĕç. Пĕр çаврăм чăваш ташши ташланă хыççăн пурте клуба кĕчĕç. Кунта вара çĕршыв сыхлавçисене чыслама Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Ю. Самарин, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ В. Секретов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов, районти "Морское братство" пĕрлешỹ членĕ- сем А. Казеновпа Ю. Яковлев тата шăпах отпуска канма килнĕ офицер _ аслă лейтенант М. Максимов, ашшĕ-амăшĕ, тă ванĕсемпе юлташĕсем, ял-йыш пуçтарăннă. Килнĕ хăнасем яшсене Тăван çĕршыва шанчăклă сыхламаллине, аякри вырăнта атте-анне тата ял-йыш ятне çỹллĕ шайра тытмаллине каласа хăварчĕç. Ю. Езюков, Р. Семенова, А. Антонова вара килтен тухса каякан каччăсен салхуллă кăмăлĕсене илемлĕ юрăсемпе çĕклерĕç.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика