08 июля 2016 г.
Ĕнер, июлĕн 7-мĕшĕнче, районта ача усрава илнĕ çемьесен форумĕ иртрĕ. Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăнчĕ, хăйсен çемйине тĕрлĕрен шăпапа усрава илнĕ ачасене тивĕçлĕ воспитани паракан хастар ашшĕ-амăшне Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.
Форумра район администрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Т. Чылыкова тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки тĕп доклад туса пачĕ. Çавăн пекех социаллă хỹтлĕх центрĕн уйрăм заведующийĕ А. Дюкина, район прокурорĕн пулăшуçи В. Губарев, Е. Медведева педагог-психолог, райадминистрацин строительство пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Л. Билалова тухса калаçрĕç.
Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕпе ирттернĕ "Воспитани савăнăçĕ" мастер-класс пуриншĕн те усăллă пулчĕ. (Форумра хускатнă ыйтусем пирки çитес номерсенче тĕплĕнрех çутатăпăр.)
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)