08 июля 2016 г.
Чăваш Ен бюджет кредичĕ 900 миллион тенкĕ (çăмăллатнă ставкăпа _ 0,1 процент) тата "Этническая Чувашия" проекта пурнăçа кĕртме 182 миллион тенкĕ уйăрса панă. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсен ертỹçисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕлтернĕ.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх _ çак çитĕнĕве тума РФ Финанс министерствипе тухăçлă, килĕштерсе ĕçлени пулăшнă. Çавна май иртнĕ эрнере Чăваш Республикине бюджет кредичĕ пурĕ 900 миллион тенкĕ: 768,5 миллион тата 132 миллион (çăмăллатнă ставкăпа _ 0,1 процент) пама йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)