АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри журналистсем Алена Аршиновапа тĕл пулчĕç

08 июля 2016 г.

Çак кунсенче республикăри тата районти массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсем тĕп хуламăрти Наци библиотекинче Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет Председателĕн çумĕпе Алена Аршиновăпа тĕл пулчĕç.

Тăваттăмĕш влаç представите- лĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конференцире Патшалăх Думин депутачĕ тăватă çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Çак çулсенчи чи пĕлтерĕшлĕ çитĕнỹ _ вăл явăçнипе хатĕрленĕ 59 саккун проекчĕ. Депутатăн пысăк тивлечĕ _ ача сачĕсем тăвасси тата вĕсене реконструкцилесси. Çак программа ăнăçлă ĕçлесе кайнипех пирĕн Чăваш Ене 1,6 миллиард тенкĕ укçа кĕнĕ. Унпа пĕрлех республикăри ача сачĕсенче 12 пин çĕнĕ вырăн уçăлни те пĕлтерĕшлĕ.

Журналистсемпе пуçарнă калаçура ялти шкулсенчи спорт залĕсене реконструкцилени пирки те асăнса хăварчĕ. Пирĕн Чăваш Ен çак программăна виçĕ хутчен те çакланнă, мĕн пурĕ 72 спорт зала юсанă. Çулталăк вĕçлениччен тепĕр 24-шĕ çĕнелмеллине те асăнчĕ. Сăмах май каласан, пирĕн Патăрьел райо- нĕнче те çак программăпах Туçари, Аслă Чементи, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенчи спорт залĕсене юсаса йĕркене кĕртрĕç.

Алена Аршинова шкулсем пирки пуçарнă калаçу район хаçатĕнче ĕçлекенсене уйрăмах хавхалантарчĕ темелле. "Паян хулара çеç мар, ялта та ачасем пĕр пек шайрах хăтлă шкулсенче вĕренччĕр", _ терĕ вăл ку енĕпе хăйĕн шухăшне çирĕп палăртса. Калаçура нумай пулмасть Каçал тăрăхĕнчи шкулта пулни, аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрленесси пирки те каларĕ.

Уçă калаçура калем ăстисене вĕрентỹсĕр пуçне ытти ыйтусем те кăсăклантармасăр тăмарĕç. Кучухне пурне те пăшăрхантаракан терроризм проблеми те, аслă шкул хыççăн çамрăксене ĕлĕкхиллех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне ĕçлеме ярас ыйтăва каялла тавăрма пултарни, Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицей шăпи тата ытти те. Май пуррипе усă курса эпĕ те хамăрăн районти университет филиалĕн шăпи пирки ыйтса пĕлтĕм. "Сас-хура хыççăн çỹреместпĕр, филиал пирки проблема пулсан татса паратпăрах", _ терĕ вăл аслă шкул шăпи пирки.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика