08 июля 2016 г.
Компьютер ĕмĕрĕнчи çыхăну хатĕрĕсем, информаци пухмачĕ пуян та нумай енлĕ пулни ĕлĕкхи массăллă информаци хатĕрĕсене _ уйрăмах республика, район хаçачĕсене _ аталанма, вулакана йышлатма пулăшать тесех калаймăн. Конкуренци пуç пулса тăнă, хут хакĕ, типографи çăмăллăхĕсем ỹснĕ тапхăрта та район хаçачĕ- сем йывăрлăхсене парăнтарса пурăнма тăрăшни, халăха кирлĕ информацисене вăхăтра çитерсе тăма пултарни паян хăйне евĕр çĕнтерỹ тесе те хаклас килет. Акă, кăçал хаçат-журнал çырăнмалли иккĕмĕш тапхăр та хыçа юлчĕ. 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулта та хамăрăн вулакансемпе пĕрле юлни пире питĕ савăнтарать. Хамăр умма лартнă плана тултарни те кăмăллă. Хальхи вăхăтра пирĕн "Авангард" хаçат районти 56 яла 4847 экземплярпа саланать. Вăл шутра 3602-шĕ чăвашла, 1245-шĕ тутарла чĕлхепе. Юлашки çулсенче "чун апатне" альтернативлă майпа çырăнса илекенсем те йышлансах пыраççĕ. Хальхинче те киосксем урлă, ĕç коллективне пырса памалли тата редакцине килсе илмелли условине 340 вулакан хапăл турĕ. Коллективсенчен уйрăмах тĕп больница, техникум, район администрацийĕ, çăкăр завочĕ, газ участокĕ çырăнтару кампанине хастар хутшăнчĕç.
Çырăнтару итогĕпе чи хастаррисене, алă тăсса пулăшакансене, пуçаруçăсене ятран асăнмасăр та иртсе каяс килмест. Чăн малтанах Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хаçат тиражне ỹстерес тĕллевпе пысăк пулăшу пачĕ. "Батыревское" хупă акционерсен обществи (ертỹçи П. Ялуков), Патăрьел ял тăрăхĕ (А. Моисеев), "Красное знамя" ЯХПК (П. Никифоров), Турханти психоневрологи интерначĕ (А. Бабаев) тата ытти хăш-пĕр туссем Ĕç çынни çулталăкĕнче хăйсен хаста- рĕсене çур çуллăха илсе тăма "Авангард" хаçата парнеленине ырламалла çеç. Çынна ырă туни вара ырăпах таврăнать. Çапла пултăрах! Вĕсен умĕнче пуç тайнипе пĕрлех ертỹçĕсене чăн малтан сывлăх сунатăп, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹ пултăр. Хаçатсăр çын вара тымарсăр йывăç пекех. Çакна ăнланнă хаçат тусĕ- сене те, çырăнтару вăхăтĕн-че тăрăшнă почта начальникĕсемпе почтальонсене те пурне те чĕререн тав тăватăп. Малашне те пĕрлех пулар!
Сăмах май, хисеплĕ поч-та ĕçченĕсене çывхарса килекен Раççей почта кунĕпе саламлатăп.
Нина МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)