12 июля 2016 г.
РАЙОНТА патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсене памалли центр уçăлса ĕçлесе кайни çак уйăх пуçламăшĕнче виçĕ çул çеç çитрĕ пулин те, çынсем çĕнĕлĕхпе усă курма хăнăхса пычĕç темелле. Тĕрлĕрен хут тутарма кантуртан кантура чупма хăнăхнă ял çыннишĕн малтанласа ĕçĕн çак форми тĕтреллĕ пекчĕ, ĕненмелле те марччĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ МФЦ ĕçлесе каясси пирки алă сулни те пулнă. Каярахпа хăшĕ-пĕрисем ĕненмен "юмах" чăна тухни вара пурин куçне те уçрĕ.
Малтанласа нумай функциллĕ центр ĕçченĕсем 23 тĕрлĕ çăмăллăхпа çынсене тивĕçтернĕ пулсан, паян специалистсем 168 тĕрлĕ операцине вырăнтах тата питĕ кĕске вăхăтра татса параççĕ. Çапла вара пĕр чỹрече умĕнчех темĕн тĕрлĕ ыйтăва та тивĕçтереççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче МФЦ çуралнă хыççăн мĕн пурĕ ку таранччен çынсенчен 31 пин ыйту кĕнĕ, вĕсенчен 12,5 пин документ йышăннă. Апла пулсан çĕнĕлĕхĕн тетелĕ çулсерен сарăлсах, анлăлансах пырать. Сăмах май, район халăхĕн, пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен йышне шута илсе çывăх вăхăтра халăха хăйсен ыйтăвĕпе йышăнакан чỹречесене тепĕр иккĕ ỹстересшĕн те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)