АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чи лайăххисем " паллă

12 июля 2016 г.

 Районта хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха тирпейлĕ те хăтлă тытса пырас тĕлĕшпе "Чи лайăххи" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Комисси йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн "Тĕслĕхлĕ урам" номинацие Патăрьелĕнчи Ленин проспекчĕ çĕнсе илнĕ.

Первомайскинчи Юрий Власовăн тата Тури Чакăри Герман Сорокинăн хуçалăхĕсем "Чи лайăх хуçалăх" номинацире пĕрремĕш, Тутар Сăкăтĕнчи Хасиятулла Сабитовăн _ иккĕмĕш, Татмăшри Александр Солдатовăн виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

"Чи хăтлă организаци территорийĕ" ята Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула панă.

"Пурте усă куракан чи хăтлă объект" номинацие Патăрьелĕнчи "Халăх пухăнакан кану вырăнĕ" тивĕçнĕ.

Шел пулин те, тирпей-илеме хак паракан ятарлă комисси "Чи хăтлă ял" номинацие конкурс критерийĕсене тивĕçтерменнипе никама та паман. Çакă паллах, чăн малтанах муниципалитет ертỹçисем ял илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн çителĕксĕр ĕçленине пĕлтерет.

Алманчă, Ыхра Çырми, Кзыл Чишма, Нăрваш Шăхаль, Шăхач, Туçа, Çĕньял ял тăрăхĕсем конкурса хутшăнман. Çавăн пекех комисси членĕсем организаци-предприяти ертỹçисене, индивидуаллă предпринимательсене хăйсен территорийĕнчи лаптăксене илемлетессишĕн, хăтлăх кỹр- тессишĕн ытларах тăрăшма сĕннĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика