12 июля 2016 г.
Иртенпех ăшталанать паян Марук аппа. Кукăль-пỹремеч пĕçерет, тĕрлĕ салат хатĕр-лет. Шетникри сăри те чашлатса йỹçет, ăна та сĕрмелле. Пĕр самантлăха та канса ларма çук. Ара, паян унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ хуларан яла таврăнать-çке. Çитменнине пĕччен те мар, пулас мăшăрне амăшĕпе паллаштарма илсе килет. Кун пек чухне пĕрремĕш хут килекен хăнана пушă сĕтелпе мĕнле кĕтсе илĕн?
Ывăлне пĕчченех ура çине тăратрĕ хĕрарăм. Темĕн те тỹссе ирттерме тиврĕ унăн. Савăнăçне те курчĕ, хуйхи-суйхине те чăтса ирттерчĕ. Йывăр пулсан та пуçне усмарĕ, çынсенчен кая пурăнмарĕ. Ывăлне те ытти ачисенчен начар мар пăхрĕ. Ăна вăл вăрçрĕ те, шеллерĕ те _ алăран вĕçертмерĕ. Сăнасах, асăрхасах тăчĕ. Ялта ят ан кайтăр терĕ. Тĕпренчĕкĕ çумне усал ан çулăхтăр тесе те асăрханчĕ. Пĕчĕкренех ăна тирпее, ырра хăнăхтарчĕ. Ывăлĕ те ун сăмахĕнчен иртмерĕ. Амăшĕ хушнă ĕçсене пурне те чунтан пурнăçларĕ вăл: пĕринчен те хăрамарĕ, нихăшне те тиркемерĕ.
Шкулта та лайăх вĕренчĕ ывăлĕ. Вĕрентекенсем ăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатчĕç. Спортпа та питĕ туслăччĕ. Ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнатчĕ. Паллах, пур енĕпе те лайăх енчен кăна палăрса тăракан ачана пĕрле вĕренекен пуçтахсем килĕштерместчĕç. Вăл вара чун ыратăвне пĕччен чăтса ирттеретчĕ, амăшне каласа кулянтармастчĕ. Пĕрмаях ăна ашшĕ çуккишĕн сăмах тиветчĕ, анчах çакăншăн ача айăплă мар-çке. Аслисемшĕн пĕчĕккисен явап тытмалла мар вĕт-ха. Амăшĕнчен вăл нихăçан та ашшĕ пирки ыйтман. Вăхăт çитсен юратнă çынни хăйех каласа парасса шаннă, ĕненнĕ.
Ашшĕ пирки тĕрлĕрен хыпар пĕлтеретчĕç, вăл никамăн сăмахне те ĕненместчĕ. Пĕрисем _ вилнине, теприсем урăх çемьепе пурăннине систеретчĕç. Паллах, ашшĕне унăн питĕ курас килетчĕ. Килĕнчи кашни сăн ỹкерчĕке тимлĕн сăнатчĕ. Палламан çынсен сăнĕсене нумайччен тинкеретчĕ, хăшне-пĕрне хăйĕнпе танлаштарса пăхатчĕ. Амăшĕ те ывăлĕ ашшĕшĕн тунсăхланине туятчĕ, анчах вăртăнлăха уçса пама васкамарĕ. Унăн иртнине тепĕр хут аса илес килмерĕ.
Арçын ача шкултан вĕренсе тухсан техникума вĕренме кĕчĕ. Аслă пĕлỹ илме кăмăл тумарĕ. Вун сакăр çул тултарсан кутăнлашса тăмасăр салтака кайрĕ. Тăван кĕтесрен икĕ çул инçетре пулчĕ. Амăшне, тăванĕсене çырусем çырсах тăчĕ. Таврăнсан ялта ĕç çукран хулана çул тытрĕ, заводра вăй хума пикенчĕ. Канмалли кунсенче амăшĕ патне килсех çỹрерĕ, май таран пулăшрĕ. Каярахпа кăна тăтăш командировкăсене каймалла пулнăран тăван кĕтесне час-часах каяймарĕ. Халĕ те ывăлĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне курманни çур çул ытла.
Марук аппан та пурнăçĕ çăмăл пулмарĕ. Шкул пĕтерсен пĕр çул фермăра тăрăшрĕ, ĕнесем сурĕ. Çамрăк хĕре çăмăл марччĕ. Шуçăмпа пĕрле тăрса витене утатчĕ. Утса мар, чупсах каятчĕ вăл. Усал сăмахпа вăрçăнмастчĕ, вĕрентсе каланине ăша хыватчĕ. Ялти каччăсем те ăна килĕштеретчĕç. Вăл вара никама та çывăха ямарĕ, качча кайма иртерех тесе пурăнчĕ. Колхоз ăна зоотехника вĕренме ячĕ. Хула пурнăçĕпе пурăнма тытăнчĕ хĕр. Марук хăйне ирĕклĕрех туйма пуçларĕ, каччăпа паллашрĕ. Те юратрĕ вăл ăна, те вăхăт ирттермелле çеç çỹрерĕ _ ăнланса та ĕлкĕреймерĕ. Кăвак куçлă, сарă çỹçлĕ йĕкĕт çепĕç сăмахсем калама, пике чĕрине ирĕлтерме пĕлетчĕ çав. Савнине систерсе пăшăлтатнине ĕненсе Марук хĕр ĕмĕрне хуçса хучĕ. Унăн çие юлчĕ.
Институтран вĕренме пăрахса хĕр ашшĕпе амăшĕн килне таврăнчĕ. Тăванĕсенчен ỹпкев сăмахĕсене нумай илтрĕ. Хăй çине алă хума та шухăшланăччĕ, тетĕшĕ вăхăтра сиссе ĕлкĕрчĕ.
Сывă та тĕреклĕ пепке çуратрĕ Марук. Ăна савса, юратса çитĕнтерчĕ. Ачи аталансан ĕçе тухрĕ, тĕпренчĕкне кукашшĕпе кукамăшĕ пăхрĕç. Шел, ватăсем нумай пурăнаймарĕç, умлăн-хыçлăн тенĕ пек çут тĕнчерен уйрăлчĕç. Ун чухне Марукăн ывăлĕ иккĕмĕш класа çỹретчĕ...
Паян Марук аппан кăмăлĕ ырă, чунĕ юрлать. Çав вăхăтрах хĕрарăм сехĕрленсе те илет. Вăл паян ывăлне ашшĕ пирки каласа пама хатĕрленет. Тахçанхине тепĕр хут куçĕ умне кăларма тивет. Хăйне ывăлĕ ăнланмасран та пăшăрханать. Шалти сасă вара йăлтах йĕркеллĕ пуласса систерет. ...
Тинех кĕтнĕ тĕл пулу саманчĕ çитрĕ _ пỹрт умне такси килсе чарăнчĕ. Пысăк сумкăсем йăтнă Марук ывăлĕпе пулас кинĕ картишне кĕчĕç. Чăтса тăраймарĕ хĕрарăм, тытнă çатмине сĕтел çине лартрĕ те хирĕç тухрĕ. Ывăлне ыталаса илчĕ, савăннипе мăшăр куçĕнчен çутă тумламсем юхса анчĕç. Палламан хĕре те алă пама манмарĕ. Çак самантра ывăлĕ çĕр çинче амăшĕнчен хаклă та юратнă çын çук иккенне ăнланса илчĕ. Унăн çывăх çыннин ытамĕнчен тухасси те килмерĕ. Ача чухнехи пек йăпшăнса пырса чĕрçи çине хăпарса ларас, ачаш алли пуçĕнчен шăлнине, çурăмĕнчен лăпканине тепĕр хут туяс килчĕ.
Кĕтеççĕ пире аннесем... Вĕсем яланах кĕтеççĕ. Хăйсен кỹренĕвне пире кăтартмасăр çул еннелле тинкереççĕ, ачисене кĕтеççĕ.
А. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)