15 июля 2016 г.
Çĕнĕ Шупашкарта "Волгоградри" "Химпром" заводĕнчен оборудованисене тата хими каяшĕсене турттарса килессине хирĕçлесе алă пусассине пуçтарма пуçланă. Хула çамрăкĕсем хăйсен сăмахĕсене тата хăтланăвĕсене шухăшламасăр тăвакан хăш-пĕр политиксен пуçарăвĕсене хирĕçлесе Çĕнĕ Шупашкар урамĕсене
"Таса Чăваш Еншĕн" пуçару ушкăнĕ йĕркелесе тухнă. "Таса Чăваш Еншĕн" ушкăнри пĕр пуçаруçă каланă тăрăх, общественноçа тата республика влаçĕсене тимлĕх уйăрттарас шухăш прессăра "Справедливая Россия" партин пĕр депутачĕ пуçарнипе Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" заводне Волгоградрипе пĕрлештерес информаци тухнă хыççăн çуралнă. Алă пусакансен шучĕ çителĕклĕ пулнă хыççăн ăна республика влаçĕсене параççĕ. Активистсем икĕ предприятие пĕрлештернинче мĕнле те пулин экономика тупăшăвĕ пулас пулсан та Чăваш Енре пурăнакан халăхăн кăмăлне шута илессе шанаççĕ.
Влаçра ларакансем патне ыйтса çырни айне алă пусакансем хулара хăрушă хими япалисенчен, çавăн пекех республикăра экологи инкекĕ пуласран питĕ хăраççĕ. Хула çыннисем пĕр шухăшлăн оборудованисене тата хими кая- шĕсене илсе килессине хи-рĕçлеççĕ.
_ Эпир Çĕнĕ Шупашкарта нумай çул пурăнатпăр, пире хамăрăн "Химпром" йĕрĕсем те çитеççĕ, _ тет ача сачĕн воспитателĕ М. Никифорова. Юлашки вăхăтра çак тема ашшĕ-амăшĕ хушшинче час-часах сỹтсе явăннине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен ачисен сывлăхĕшĕн пăшăрханаççех.
Çамрăках мар хула çынни алă пустарса çỹремелле марри, "хапха умне ларса каскăсемпе шаккамалли" çинчен шутласа илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ăнăçлă та тупăшлă ĕçлекен "Химпром" тата Волгоградри панкрута тухнă хими завочĕсене пĕрлештерес тĕлĕшпе пуçару тăваканни шăпах парламентари партийĕн паллă çынни пулнине аса илтеретпĕр. Халĕ чылай эксперт шухăша кайнă, çакă çĕршыв парламен- тĕнче тăракан Чăваш Ен интересĕсене хỹтĕлекен çын пуçне мĕнле кĕме пултарнă-ха. Кашни политик хăйĕн сăмахĕшĕн яваплă-çке, пуçарăвĕсемшĕн шутлама тивĕç.
"Çакă экономика тĕлĕшĕнчен усăллă та пулĕ, анчах сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе мĕн чухлĕ укçа тăккаланать? Çынсен сывлăхĕпе çыхăннă çакă", терĕ хулара пурăнакансенчен пĕри.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)