15 июля 2016 г.
Район полицийĕн çур çулхи кăтартăвĕсемпе преступлени тăвакансен пĕр пайĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. Преступниксем май пуррипе усă курса çынсен хуçалăхне кĕреççĕ, вĕсене çаратаççĕ, мăшкăл кăтартаççĕ... Çакнашкал тĕслĕхсем сахалтарах пулччăр, çынсем преступниксенчен асăрханччăр тесе районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем июлĕн 18 _ 22-мĕшĕсенче "Безопасный дом, подъезд, квартира" профилактика операцийĕ ирттереççĕ. Усал шухăшлисен серепине çакланнине сиссен вара ведомствăна пăхăнман хурал яваплăхĕ çинче тăракан граждансен тỹрех "полици кнопки" çине пусмалла. Вăл пăтăрмаха сирме пулăшĕ. Çакна манса çеç каймалла мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)