15 июля 2016 г.
Июлĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци службин патшалăх статистикин ертỹçипе Александр Суриновпа тĕл пулнă. М. Игнатьев А. Суринова пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленишĕн тав тунă. Республикăра районсенче çур çулхи социаллă экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни, тепĕр çур çула тĕллевсем лартни, çавăн пекех канашлусенче Пĕтĕм Раççейри çырав ыйтăвне те çĕклени пирки пĕлтернĕ. Çырав кăтартăвĕсем аграри политикине йĕркелеме пулăшнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ пирĕн районта июлĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ мероприятинче те ку темăна хускатрĕ.
Александр Суринов Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри çыравăн пĕлтерĕшне ăнланса вăй хунишĕн тав тунă. Вăл республикăра çырав пысăк пахалăхпа иртнине, çыравçăсем ял пурнăçне питĕ лайăх пĕлнине, информацисене пухма планшет компьютерĕпе усă курни кăтартусене кĕске вăхăтра пĕтĕмлетме май панине каланă.
Районта та çыравçăсем июлĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе пикенчĕç. Ĕнерхи кун тĕлне вĕсем халăхăн 27 проценчĕпе тĕл пулнă. Çывăх кунсенче ыттисем патне те çитеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)