АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсене _ патшалăх наградисем

22 июля 2016 г.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн патшалăх наградине тивĕçнисен шучĕ ỹссех пырать. Çак кунсенче çеç район администрацийĕн инфомаци тивĕçтерĕвĕпе социаллă аталану уйрăмĕн сектор заведующине В. И. Кириллова çыхăну ĕçĕнче чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çыхăну ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Владимир Иванович çак ĕçре çĕнĕ çын мар. Администраци коллективĕнче тĕрлĕ должноçра вăтăр çула яхăн ĕçлесе пиçсе çитнĕ ăста паян информатизаципе çыхăну системинче пысăк квалификациллĕ специалист шутланать. Вăл ертсе пынипе тата унăн хастарлăхĕпе пирĕн районта тĕрлĕрен программăсем пурнăçа кĕни те çакнах çирĕплетсе парать. Сăмах май каласан, Патăрьелĕнче пурăнакан Кирилловсен çемйине пĕр эрнере умлă хыçлах икĕ савăнăç "кайăкĕ" те вĕçсе килчĕ. Вĕсен хĕрĕ _ Анна Владимировна Раççей Президенчĕн стипендиатне тивĕçни пирки _ иртнĕ номерсенчен пĕринче çутатнăччĕ.

Республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллех строительство ĕçĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн "Шыгырданы" ТПК мастерне Василий Владимирович Яковлева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" ята панă. Пĕр Указ тексчĕпе пирĕн районтан икĕ çын хушамачĕ çакланни вара пушшех кăмăллă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика