22 июля 2016 г.
Районта йăлана кĕнĕ информаци кунĕ йышлă ушкăнпа иртрĕ. Унăн теми те анлă. Паянхи кун халăха пăшăрхантаракан мĕн пур ыйту тавра калаçрĕç информаци кунне хутшăннисем: Чăваш Республикинчи 2017 çулхи бюджет политикин тĕп енĕсем, 2018 тата 2019 çулсенчи плансенчен пуçласа пушарти, шыври хăрушсăрлăх, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ таранах. Пĕрлĕхлĕ информкунтах 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ коммуналлă çăмăллăхсен çĕнĕ тарифĕ пирки те калаçу пуçарчĕç.
Мария, Мускаври ỹнер академийĕн студенчĕ:
"Эпĕ инçет çурçĕртенех. 14 художник хушшинче чи çамрăкки. Аслă та пултаруллă ỹнерçĕсемпе Турхан ялĕнчи пленэра çакланнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Паянхи курава тăхăр ỹкерчĕке пахалама тăратрăм. Вĕсенчен хама чи килĕшекенни _ чăвашсен ĕлĕкхи çи-пуçне тăхăннă тăваттăмĕш класри Аня Маштакова.
Черетлĕ информаци кунĕ Турханти Пĕтĕм Раççейри Х пленэр хăйĕн ĕçне вĕçленипе тỹр килнĕрен, чăн малтанах пĕрремĕш ушкăн _ республикăри культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К. Яковлев, республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политин министрĕн çумĕ Н. Дмитриева, район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан М. Айзатуллов, "ОВИТ" фирма тулли мар яваплă общество директорĕ В. Остроумов Алексей Кокель çуралнă тăван ялĕнче икĕ эрне ĕçленĕ пленэр хастарĕсене пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн тав тунинчен пуçланчĕ.
Искусство _ пĕтĕм тĕнчене çăлаканĕ
Кĕске хушăра Турхансемпе тăвансем евĕр çывăхланнă профессилле ỹнерçĕсем хăйсен ĕçĕсене ял халăхĕ умне курава тăратнă. Пир татăкĕ çине йĕрлесе тунă ĕçсем пĕринчен тепри чунра ырăлăх çуратаççĕ. Юлашки тăхăр çулта Чăваш Енĕн çак тăрăхĕн- чи илемсемпе ĕç паттăрĕсен сăнарĕсене 103 картинăра кăтартнă. Хальхинче те çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă сăрă ăстисем кашниех 8 _ 9 ỹкерчĕк те çырма ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕм тĕнчене çăлакан искусство хакне кашни тухса калаканах пысăка хурса хак пачĕ.
_ Эсир Чăваш Енри пĕр кĕтесĕн ырă çыннисен ĕçне, вĕсен культурине, йăли-йĕркипе çыхăннă самантсене хăвăр творчествăра çутатса тĕнче шайĕнче çак ĕçсене саратăр. Профессилле сăрă ăстисемпе ял çыннин туслăх кĕперĕ çирĕпленсех пынишĕн хĕпĕртетпĕр çеç. Хам ятран çак пысăк та пархатарлă ĕçе пуçарса ертсе пыракан В. Васильева тата ытти хастарсене чун-чĕререн тав тăватăп,_ палăртрĕ культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Геннадьевич пленэра хутшăннă кашни художника ятран Тав хучĕ панă май. Çак шухăшсенех республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева, район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Марат Айзатуллов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов та хăйсен сăмахĕнче палăртрĕç, нумай нациллĕ Патăрьел районĕшĕн çак симпозиум пысăк пĕлтерĕшлине вырăна хучĕç.
Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлани паха
Кун йĕркинчи программăпа информаци кунне хутшăнакансем çавăн пекех Первомайск, Пикшик, Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Сăкăт ял тăрăхĕсенчи поселени активĕпе тĕл пулса калаçрĕç, шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе пуçарнă ĕçсемпе паллашрĕç. Шутлă кунсем хăвăрт та сисĕнмесĕр иртеççĕ. Районти чылай шкулсенче юсав ĕçĕсене, çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлессине вĕçлесе пыраççĕ. Хăш-пĕр вĕренỹ учрежденийĕсенче вара ĕçе хăвăртлатмалли пирки те ыйтăва çивĕчлетрĕç.
Информаци кунне пушар надзорĕн дознавателĕ В. Давыдовпа К. Ефимова стажер та хутшăнчĕç. "01" служба сотрудникĕсем тĕл пулусенче шкулсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине, шыва кĕмелли тапхăрта тимлĕ пулмаллине каларĕç. Сăмах май, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн статистикипе кăçал республикăра 30 çын путса вилнĕ! Вĕсенчен улттăшĕ _ шăпах ачасем.
Районта иртнĕ эрнерех вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Çавăнпа та республикăри ялхуçалăх министрĕн çумĕ А. Жуков, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов информаци кунĕнче ĕççи мĕнле пынипе кăсăкланса "Красное знамя" (ертỹçи П. Никифоров), "Батыревское" (ертỹçи П. Ялуков) хуçалăхсенче пулса пĕрчĕл- лĕ культурăсен, пропашнойсен уйĕсемпе, çĕрулми управĕсемпе, выльăх-чĕр-лĕх витисене хĕле мĕнле хатĕрленипе интересленчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. Асăннă хуçалăхсенче кăçал мĕнпур тухăç начар мар çитĕннĕ. Çанталăкĕ пире май пулсан, Турри пулăшсан кĕтнĕ тухăçа илессе шанаççĕ çак хуçалăхсенче. Хальхи вăхăтра республикăра Патăрьелсен кăтартăвĕ чи пысăкки.
А. ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)