АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çыншăн кулленех ĕççи

22 июля 2016 г.

Ача чухне кашнийĕн ĕмĕчĕ çунатлă. Пĕрисем тухтăр пулса çынсен сывлăхне сиплесшĕн, теприсем вĕрентекен профессине килĕштереççĕ, виççĕмĕшсем сутуçă пуласшăн тата ытти те. Тĕрĕссипе пуçра çил вылянă чухне космонавт пулас ĕмĕтпе аслăк çинчен "ярапланпа вĕçсе" алли-урине мăкăлтанисем те сахал мар пулнă-тăр...

Çĕнĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Елизавета Быкова та хăй астă- вассах, ачалла çерем çинче çара уран чупнă чухнех, пуринчен ытла лавккалла выляма ки- лĕштернĕ. Касри ачасемпе хаçат хучĕсенчен, кирлĕ мар кивĕ кĕнекесенчен кĕмĕлсем касса суту-илỹ тунă. Пĕри укçине панă, тепри таварне туяннă. Магазина килекенсем аслисем пекех "стайка" умĕнче черет тăнă... Каярахпа вара çунатлă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ниçта та мар, тỹрех Шупашкарти кооператив техникумне çул тытнă. Унтанпа чăнах та нумай шыв-шур юхса иртрĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче сутуçă-кооператор, менеджер юратнă профессипе ĕç кĕнекине уçни аллă çул çитет. Елизавета Петровна суту-илỹ системинче çеç çур ĕмĕр тăрăшать! Вăл шут-ра харпăр хăй ĕçне уçса уйрăм бизнеспа пикенме пуçлани _ çирĕм çул! Е. Быкова _ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи малтанхи предпринимательсенчен пĕри. Паян 67 çулхи ăста та пултаруллă усламçă район çыннисемшĕн питĕ пысăк та пархатарлă ĕç туса пырать. Район центрĕнчи пасар территоринче вырнаçнă "Светлана" тата "Выбор" капмар та илĕртỹллĕ суту-илỹ çурчĕсенче тавар туянса курман çынсем çук та пулĕ. Пысăк магазинсенче тăтăшах халăх нумай. Пĕрисем кĕпе-тумтир, теприсем апат-çимĕç е тата хуçалăхра кирлĕ тавар туянма çỹреççĕ. Суту-илỹ çурчĕн хуçипе калаçу пуçарнă вăхăтра та касса умĕнче вăрăм черет пуçтарăнса кайрĕ.

_ Шăмăршăранах çак магазина апат-çимĕç туянма çỹретпĕр.Кунта тăтăшах тавар ассортименчĕсене улăштарса, пуянлатса тăраççĕ. Çакă килĕшет. Кирлĕ пулсан заказпа та илсе килсе параççĕ,_ тахçан пĕр-пĕрне пĕлнĕ евĕр шăкăлтатса калаçрĕ ман- па хĕрарăм. Ун сăмахĕпе юнашар тăракансем те килĕшрĕç.

_ Кунта сутуçисем те хуçи пекех правур та матур,_ хушса хучĕ тепри. Ку вара шăпах Елизавета Петровнăна тахçантанпа пĕлекен пулчĕ-тĕр.

Чăнах та Елизавета Петровнăн коопераци системинчи пултарулăхне хам та питĕ нумай çул лайăх ас тăватăп. Хăй калашле, вăл ури çине ĕне пусичченех райпора склад заведующийĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Ун чухне чиперкке 16 ра çеç пулнă! Каярахпа вара унăн пултарулăхне кура вăл вăхăтра районĕпе те кĕр-кĕрлесе тăракан универмаг заведующине шаннă. Кивĕ Катекри куллен кирлĕ таварсен магазин ертỹçинче ĕçленĕ чухне те Елизавета Петровна уйăхри плана нумай ирттерсе тултарса районти суту-илỹ магазинĕсем хушшинче кăтартулли пулнă. Шăпах çакăнта ĕçленĕ вăхăтра çамрăк сутуçăна, хастар общественника "Коммунизмла ĕç ударникĕ" хисеплĕ ят панă. Тĕрĕссипе унăн çемье архивĕнче Хисеп грамотисемпе Тав хучĕ-сем, ытти наградисем туллиех упраннă. Шел, темиçе çул каяллахи пушарта вăл тупра çунса кайнă. Ун хыççăнхи наградисем те паян стена туллиех.

_ Çынна яланах ырă тума тăрăшатăп. Чулпа перекене çăкăр чĕлли тăсса паракана Турă та пулăшать. Чылай чухне ыркăмăллăх акцийĕсене, уйрăм çынсене пулăшнă чухне те хастар хутшăнатăп. Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн чиркĕвĕн пĕр куполне хам ятран парнелерĕм. Çĕнĕ кĕлĕ çурчĕн тăррине виттерме те предприниматель хыснинченех янă. Сăвап пултăр мана уншăн. Ачамсемшĕн, мăнуксемшĕн çул уçă пултăр,_ кăмăллăн калаçрĕ Елизавета Петровна сăпайлăн çеç хăй пирки паллаштарнă май.

Альбина ЕГОРОВА.

Сăмах май...

Быковсем бизнес каçалăкĕнче пĕччен çеç мар. Светлана хĕрĕ амăшпе пĕр çултах "ИП" ĕçĕпе тимлет. Педагог профессийĕпе диплом илнĕскер, каярахпа тепĕр аслă шкултан экономиста вĕренсе тухнă. Суту-илỹре чĕлхе çеç мар, пуçпа шутлани те кирлĕ-çке. Унăн мăшăрĕ те çак ĕçрех пысăк пулăшу парать. Урăхла каласан, ĕçчен çемьешĕн çулталăкĕпех ĕççи.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика