26 июля 2016 г.
Хальхи вăхăтра ялсенче унталла та кунталла канлĕ утакан çынна кураймăн. Хир енчисем пурте хирте, ана çинче сухан-севок, ытти пахча çимĕç кăлараççĕ, вăрман тăрăхĕнче пурăнакансем вара утă хатĕрлеççĕ е вăрмана çырлана чупаççĕ. Çак кунсенче Ишлĕре пурăнакан пĕр пĕлĕшĕмпе вăрманти хура çырла ăнса пулнă пирки калаçса кайрăмăр. Сăмах май тенĕ пек, çак хастар та питĕ вĕри хĕрарăм кашни кун Патăрьелĕнчи пасарта куç чирĕнчен паха эмеле _ "черника фортене" _ улăштаракан çимĕçе витри-витрипе сутать. Вĕсем хушшинче пысăкки те, вăтамми те, пĕчĕкки те пур. Суйла çеç! Пилĕк литрлă çырла витри пĕр пин тенкĕ тăнине шута илсен ирĕксĕ-рех шухăша каятăн: çырла татасси е севок кăларасси çăмăлрах-ши?
Хальхи вăхăтра ỹркенмен шапашниксене вара хуçасем севок кăларнăшăн 750 _ 900 тенкĕ (апат çитернине шута илсе) тỹлеççĕ. Хĕвел çинче пиçĕхсе ĕçлекен хастарсенчен севок кăларса мăшăрĕпе санаторине каймалăх кĕмĕл пуçтарнине илтмен (ун пеккисем те пур ĕнтĕ). Куллен çырлана утакан ача амăшĕ вара сезонти тупăшпа Атăл хĕрринчи санаторие кайма икĕ путевка туяннине пĕлтерчĕ. Çын кĕсйинчи укçана шутлама аван та мар паллах. Путевка сахалтан те 45 пин тенкĕ тăнине каларĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)