26 июля 2016 г.
Ĕçлекен çынна тăрăшса вăй хунăшăн хавхалантарма та пĕлмелле. Çавăнпах ĕнтĕ районта çулленех чи нумай сĕт сăвакан дояркăсене, зоотехниксене, осеменаторсемпе ветеринари специалисчĕсене "Пилĕк пинлисен" слетне чĕнеççĕ. Кăçал та вĕсем пĕрле пухăнса савăнчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.
Мероприятие "Пилĕк пинлисен" клубне ертсе пыракан, "Звезда" хуçалăхра чылай çул зоотех- никра ĕçленĕ В. Щукина уçрĕ. Вăл пурне те малашне те çитĕнỹсем тума сывлăх тата ăнăçу сунчĕ. Унтан район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăçалхи çур çул кăтартăвĕсемпе тата малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
_ Çакăн пек мероприятисем йĕркелени ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхсен коллективĕ- сене пĕрлештерме пулăшать тата пур хуçалăхри дояркăсем пĕрле канаççĕ. Çамрăксене хăйсен опычĕ-пе паллаштараççĕ. Шел, юлашки çулсенче фермăра яш-кĕрĕме сахалтарах курма пулать, _ терĕ Л. Кузнецов пухăннисене тав тунă май. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов тата патшалăх ветеринари службин Патăрьел зонинчи ветлаборатори начальникĕ Л. Ефимова та дояркăсен йывăр ĕç-хĕлне сума суни пĕлтерĕшлине палăртрĕç.
Ферма хĕрĕсемпе каччисем юрă-ташăра та маттур иккен. Районти культура çурчĕсенче ĕçлекенсем те вĕсене çепĕç юрăсем парнелерĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)