АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке тумаллах

26 июля 2016 г.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ пирĕн района килсен: "Районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессе шансах тăратăп", _ тенĕччĕ. Паян, чăнах та, çĕрсене регистрацилесси пирĕн тăрăхра аван пырать. Тивĕçекен пая пĕрисем хăйсем акаççĕ, теприсем арендăна параççĕ. Пирĕн районта хура тăпра пулнăран тухăç, ыттисеннипе танлаштарсан, яланах ытларах илнĕ. Республикăра та кĕрлесе кăна тăнă. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн ертỹçи Петр Ялуков: "Пире, Патăрьелсене, хура тăпра çинче ĕçлекенсене, пĕчĕк тухăç илни намăс", _ тенĕччĕ. Ун сăмахĕсене эпĕ питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Анчах хăш-пĕр хуçалăх ертỹçисемпе арендаторсем пỹлме тулли тыр-пул пухса кĕртейменнине çут çанталăк пулăмĕсем çине йăвантарма юратаççĕ. Хăйсем çĕр ĕç культурине пĕтерсе пыни вĕсемшĕн нимех те мар пулмалла.

Арендаторсем çĕр пайесемшĕн те тивĕçлĕ пек татăлса пымаççĕ. Пĕр центнер (100 килограмм) тырă парса ятне тăваççĕ. Çуррине сĕлĕ паракан та пур. Ăна лаша, качака, сурăх лайăх çиет, анчах чăх-чĕпе тăрантарма çук. Çĕр пайĕшĕн ытларах ыйтсан тỹрех çунтармалли-сĕрмелли материал, техника валли юсав пайĕ-сем хакланни пирки калаççĕ. Халь шутласа пăхар-ха. Пĕр гектар тырăран 25 центнер тухăç илсен 24-шĕ хăйне тăрса юлать. Укçа çине куçарсан 19 пин тенкĕ пулать. Унсăр пуçне пĕр рулон улăма 700 тенкĕпе сутаççĕ.

"Беларусь" тракторпа пĕр гектар сухалама (специалистсем каланă тăрăх) 30 литр, культиваци тума _ 13, акма 9 литр çултармалли-сĕрмелли материал кирлĕ. Çаксене пурнăçлама 1800 тенке яхăн укçа тăкакланать. Юсав пайĕсене илнине шутламасан, кашни кунах çĕмрĕлмест вăл, пĕр гектартан 24 пин тенкĕ ытла тупăш кĕрет. Арендатор 50 гектарпа усă курать пулсан 1 млн тенкĕ ытла тупăш пулать. Цифрăсене тишкерсен халăхран кулни курăнать.

Колхозсем ĕçлесе тăнă вăхăтра хуçалăх ертỹçисем ĕçри машинăпа çỹренĕ, тыррине те колхозниксемпе тан кăна илнĕ. Паян арендаторсем кĕске вăхăтрах хаклă çăмăл машинăсене улăштарса çеç тăраççĕ, хулара хваттер илме те укçа çитереççĕ.

Шут шăрçипе шутласа кăларнă тăрăх, арендаторсен çĕр пай хуçисене сахалтан та тăватă центнер тырă памалла. Ун пек те вĕсене 17 пин тенке яхăн укçа юлать. Çакăн пек тума пĕри килĕшмесен теприне тупма май пур.

В. МИХАЙЛОВ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика